Химиксен Çăварни вăййи-куллинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:48 Просмотров: 466

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсен Çăварнийĕ кăçал та районта пурăнакансене туслăх ытамне илчĕ. Вырсарникун ватти-вĕтти те уявра кăмăл туличчен савăнчĕ.

Хăнасене «Телей хапхи» витĕр тухнă хыççăнах тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш, чи кирли – ыркăмăллăх, кĕтрĕ. Тĕрлĕ цехсемпе подразделенисен коллективĕсен палаткисенчен сĕтелсем Çăварни çимĕçĕпе авăнса тăчĕç. Мĕн кăна хатĕрлемен пулĕ вĕсем; Тавралла икерчĕ шăрши тутлăн сарăлнă. Ăна химиксем темпе те тутанса пăхма сĕнчĕç – хăймапа, пылпа, варенипе, вăлчапа тата ытти те. Паллах, тÿлевсĕр. Чей те, кофе те кăмăлласа сĕнеççĕ. Чи ăста кулинарсем – ЦППТ ĕçченĕсем. Çавăн пекех склад хуçалăхĕн, НПЦпа ПСЛ коллективĕсен апат-çимĕç хатĕрлес пултарулăхне пысăк хак пачĕç.

Стадионăн пĕчĕк футбол уйĕнче йĕркеленĕ сцена çинче Шупашкарти çÿллĕ пуканесен «Надежда» театрĕн тата «Родничок» ушкăнсен коллективĕсем юрă-ташăпа тыткăнларĕç.

Чи хĕрÿ саманчĕ, ахăртнех, химиксем тĕрлĕ вăйăсенче тупăшни пулчĕ. Вуникĕ команда вунă тĕслĕ вăйăра вăй виçрĕ. Кашни çитĕнÿшĕн пысăк шушкăсене тивĕçрĕ, кашнийĕ балсен шутне ÿстерсе пычĕ.

Мĕнле-ха Çăварни катаччисĕр; Химиксен уявне Ершепуç тата Пăртас тăрăхĕсенчен килнĕ илемлетнĕ виçĕ лав çинче ачасем çеç мар, аслисем те хаваспах ярăнчĕç.

Сăмах май каласан, пĕр лавçи хутăш препаратсен завочĕн энергоцехĕнче тимлекен Юрий Петров пулчĕ.

Юрă-кĕвĕ юхрĕ, вăйă площадкисенче конкурсантсене хавхалантаракан сассем нумайччен илтĕнчĕç. Чăн илемли вара завод ĕçченĕсем капăрлатнă тумсенче пулчĕ. Çавăн пекех – вĕсен тараватлăхĕнче.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика