Учительшĕн тăрăшмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:49 Просмотров: 480

Учитель ĕçĕ пархатарлă, хисеплĕ. Çавăнпа та ĕлĕк учительсене иртсе пынă чух тĕлпулакансем пуç тайса ирттерсе янă. Ăна хисепленĕ, хут çырма, вулама вĕрентнĕшĕн тав тунă, хакланă. Патша вăхăтĕнче учитель хăйĕн ĕç укçипе нумай хваттерлĕ пÿрт тытса тăма, ăна тасатса, юсаса тăма çынсем тытма пултарнă, нумай ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса йĕркеллĕ ÿссе çын пулмалăх укçа-тенкĕ çителĕклĕ тÿленĕ.

Хальхи вăхăтра учитель ĕç укçи çителĕксĕр, пысăк çемьеллĕ пулсан пушшех пурăнма йывăр. Кунсăр пуçне учитель çине психологи тата физиологи тиевĕ выртать. 

Пĕррехинче, ăнсăртран, пĕрле вĕреннĕ юлташа тĕлпултăм. Вăл пенсие тухнă пулсан та ĕçлет. Çакă мана тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Шкул çинчен калаçу пуçартăмăр.

Шкул ĕлĕкхи пекех ĕçлет, халĕ электронлă технологи çул панă интерактивлă доскасем, кашни класрах компьютер, ноутбук, ачасен аллинче планшетсем, интернетпа çыхăннă кĕсье телефонĕсем. Хăть хăш вăхăтра та хăвна интереслентерекен ыйтăва тупса пĕлме пулать. Мĕнле калас, ан ÿркен кăна, вĕрен, тăрăш, хăв умна лартнă тĕллевсене пурнăçла кăна. Анчах çакă вĕрентекеншĕн те, ачашăн та стреспа танах.

Хисеплĕ юлташ хăйсен шкулне пыма чĕнчĕ. Пултăм унта, учительсемпе калаçрăм. Кун хыççăн ытти шкулта та пулма тÿр килчĕ. Анчах пур çĕрте те пĕр проблема – учительсемпе ачасем валли вĕренме, ĕçлеме çителĕклĕ, лайăх условисем туса парасси. Ачасем сахал пирки кашни шкултах пушă кабинетсем пур. Вĕсемпе усă курмалла: çемçе диван, креслăсем, тĕрлĕ чечексемпе куршаксем, аквариум вырнаçтарса хăтлăлатмалла. Учитель çак пÿлĕмре, чей, кофе, печенипе канфет çиме, музыка, телевизор пăхма, компьютерпа ĕçлеме, дисксемпе, флешкăсемпе усă курма пултартăр.

Мана Енĕш шкулĕнче ĕçлени аса килет. Çак шкулти коридорта выляв сĕтелĕсем пурччĕ. Сĕтелĕ икĕ сунтăхлăччĕ: пĕринче шахмат, тепринче шашкăсемччĕ. Ачасем кашни кану вăхăтĕнче ăмăртмалла вылятчĕç. Ачасене ку вăйăсемпе туслаштарма математика учителĕ Виктор Нестерович Нестеров хытă тăрăшатчĕ. Ачисем пĕрре кăна мар районти ăмăртусенче 1-мĕш вырăн йышăнатчĕç.

Хальхи вăхăтра шкул администрацийĕн пур енчен те психологи тата физиологи тĕллевĕсене çăмăллатма майсем пур, тĕллевĕ кăна пулмалла. Ача-пăча валли хăйсен пÿлĕмĕ кирлĕ, кунта шашкă, шахмат тата ытти вăйăсем пулмалла. Ку ыйтăва шкул администрацийĕн, районти вĕрентÿ пайĕн тата ял посленийĕсен çине тăрса татса памалла. Çавă çеç.

Василий ИВАНОВ,

учитель-пенсионер.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика