Пуçлăхсем отчет тăваççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:50 Просмотров: 422

Районта халăхпа ирттерекен отчетлă пухусем кашни кунах тĕрлĕ çĕрте пулаççĕ. Вĕсенче ял çыннисем хăйсене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене тÿреммĕн пама пултараççĕ.

Пухусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кашнинех, май килнĕ чухне Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Вăрнар тăрăхĕнчен суйланнă депутачĕ Сергей Павлов хутшăнаççĕ.

Вăрманкасра иртнĕ тĕлпулура акă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Павлов иртнĕ çул хăйсен территорийĕнче çулсене, культура учрежденийĕсене юсассипе, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе, тавралăха хăтлăлатассипе чылай ĕçленине палăртнă.

Ярмушка ял тăрăхĕнче акă çĕртен хăпартнă çулсене юсама 950 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕлтĕр Пуканкасси ялĕнчи Воробьев урамĕнчи çула сарса пĕтернĕ.

– Территорие хăтлăх кĕртессине пысăк тимлĕхе илнĕ. Пĕлтĕр урамри юпасем çинчи лампăсене энергие перекетлекеннисемпе улăштарас ĕçе тытăнтăмăр. Çÿп-çаппа вирлĕн кĕрешетпĕр, пĕлтĕр санкцилемен чылай свалкăна тĕп турăмăр, – пĕлтернĕ поселени пуçлăхĕ Алексей Петров.

Уйкас Кипек тăрăхĕнче те çулсене çĕнетесси тĕп ĕçсен шутĕнче пулнă. Вăрман Кипекри пĕр урамра юсав ĕçĕсем пынă. Çĕн Сăрьелте 611 метр тăршшĕ çĕнĕ çул хывнă. Ку объект строительстви федераллă программăна кĕнĕ, унта мĕнпур шайри бюджет укçи тăкакланнă. 

Ку ял çыннисем тата тепĕр урама асфальтлассипе проект хатĕрлесшĕн. Кивçурт Енĕшре вара çул тăвассипе проект пур. Çавăн пекех кунта палăк территорине хăтлăх кĕртесшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика