Çĕнĕ ертÿçĕне суйланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:50 Просмотров: 677

Республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн Вăрнарти уйрăмĕн ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тухса каланă, районăн пĕлтĕрхи социаллă экономика аталанăвĕпе паллаштарнă. Тĕп хуларан килнĕ Александр Самылкин республикăри обществăлла организацин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Ларура АПК ветеранĕсен союзĕн Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçине суйласси тĕп вырăна тухса тăнă. Хуçалăх ертÿçинче нумай çул вăй хунă Николай Тихоновшăн сасă ытларах панă. Вăл ÿлĕмрен ертÿçĕ тивĕçне пурнăçлĕ. Унăн заместителĕ вара Николай Юркин пулĕ.

К.ЮРЬЕВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика