Çар клубĕсен слетĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2018, 10:51 Просмотров: 417

Шăматкун «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче çарпа патриотизм клубĕсемпе ача-пăча пĕрлешĕвĕсен районти слечĕ иртрĕ. Ăна «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» отрядсен районти штабĕ йĕркелерĕ.

Штаб пуçлăхĕ Юрий Никифоров слета уçнă май, çамрăк армеецсен юхăмĕ патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ, ку енĕпе тивĕçлĕ ĕçлекен шкулсене тав турĕ. Конкурса хутшăнакансене çавăн пекех вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Александра Григорьева, полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Лилия Забирова, ыттисем саламларĕç.

Слета пĕтĕмпе тăхăр команда – Хапăсри, Мăн Явăшри, Калининăри, Кульцаври, Кÿстÿмĕрти, Ярмушкари, Кĕçĕн Кипекри, Малти Ишекри, Çĕрпелти шкулсем – хутшăнчĕç. Вĕсем чаплăн, маршпа отряд ялавĕсене йăтса тухрĕç, палăк умне чечексем хурас ритуала ирттерчĕç, патриотла юрăсем юрларĕç, инсценировкăсем лартрĕç.

Пĕтĕмĕшле зачетра Хапăс шкулĕн команди чи маттурри пулчĕ. Мăн-явăшсем иккĕмĕш. Çĕрпелпе Кĕçĕн Кипек патриотчĕсем виççĕмĕш вырăна пайларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика