Лару-тăру – çирĕп асăрхавра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 12:57 Просмотров: 707

Терроризм – çĕр çинчи чи хăрушă пулăмсенчен пĕри. Ку усала çĕршывра алхасма парас мар тесе патшалăх шайĕнче мерăсен тулли комплексне йышăннă, унпа кĕрешмелли пĕтĕмĕшле система хатĕрленĕ. Районти йĕрке хуралçисем те хăйсен ĕç-хĕлне «Терроризма хирĕç тăрасси çинчен» федераллă саккуна, Раççей Президенчĕн «Терроризма хирĕç тăрас енĕпе патшалăх управленине лайăхлатас мерăсем çинчен» указне, ШĔМ-ĕн тата ЧР Оперативлă штабĕн приказĕсемпе хушăвĕсене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ.

Пĕлтĕр йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле чрезвычайлă лару-тăрусене, террор тата экстремизм паллиллĕ киревсĕрлĕхсене асăрхаттарассипе, çынсен хÿтлĕхне тивĕçтерессипе ирттернĕ профилактика  мероприятийĕсене Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ шалти служба подполковникĕ Ярослав НИКИФОРОВ пĕтĕмлетрĕ:

«Япăххи ăçтан-хăçан тухассине пĕлме çук. Çавăнпа яваплă службăсен те хăрушă лару-тăрăва сирме яланах хатĕр пулмалла, граждансен те тимлĕхе çухатма юрамасть. Çакăн çинчен эпир пĕрмаях асăрхаттарса тăратпăр. Терроризмпа çыхăннă преступленисем тухас хăрушлăх пур чухне ирттермелли пĕрремĕшле мероприятисен ятарлă планне йышăннă. Тĕрлĕ хушусемпе килĕшÿллĕн е ĕç йĕрки ылмашăннă май унта улшăнусене вăхăтра кĕртетпĕр.

Плана пурнăçлассишĕн 15 ушкăн яваплă, вĕсен ертÿçисем – уйрăмах хатĕр, шанчăклă сотрудниксем.

«Вурнарский» пай ĕçченĕсен вăйĕпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, пысăк хăрушлăх кăларакан тата ытти объектсенче терроризма хирĕçле хÿтлĕх шайне тĕрĕсленĕ. Хăш-пĕр çитменлĕхсем тупăннă: видеосăнав системи çукки, сасăллă çыхăнупа тивĕçтерменни е ытти. Вĕсем тĕлĕшпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представленисем тăратнă.

Оперативлă ушкăнсен хатĕрлĕхне тивĕçлĕ шайра тытса пырас тĕллевпе граждансем массăллă пухăнакан вырăнсенче, уйрăм пĕлтерĕшлĕ объектсенче тренировкăсем ирттернĕ. «Вурнарский» пай асăрхавĕнчи Вăрнарпа Элĕк районĕсенче вĕсем 4 пулнă: иккĕшĕ – штаб варианчĕпе, теприсем – ятарлă задачăсене пурнăçласа. Тренировкăсен йĕркипе кашни ыйтăва уйрăммăн тишкеретпĕр. «Вурнарский» пай сотрудникĕсем çулталăкри планпа килĕшÿллĕн вĕренÿсем витĕр те тухаççĕ. 2017 çулта хамăр районта занятисене 3 хутчен йĕркеленĕ.

Терроризмпа кĕрешессипе çыхăннă ыйтусем полици пайĕн ĕçĕ-хĕлĕнче яланхи тĕрĕслевре. Мĕнпур организацисемпе хутшăнусем шанчăклă, çирĕп. Терактсенчен хÿтĕленес тĕллевпе шанчăксăр çынсем е хуçасăр выртакан япаласем çинчен пĕлтерессине аван йĕркеленĕ».

Ирина ЯКОВЛЕВА

çырса илнĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика