Юратакан чĕресен уявĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 12:57 Просмотров: 446

Юрату вăл – асамçă, вăлах çемье тыткăчи, вăлах çемье никĕсне упраканĕ. Вăл пуррипех çемье чăмăртанать, вăл пуррипех ачасем çуралаççĕ, вăлах çемье ăшшине тытса пыма вăй параканĕ. Кăмпал, Малтикас Ялтăра ялĕсенче пурăнакансем «Юратакан чĕресен» уявне пухăнчĕç.

Вĕсем хушшинче – тĕрлĕ çулсенчи мăшăрсем. Пуçланчĕ вара савăк та вăйлă тупăшу.

Лийăпа Сергей Зайцевсем «Чи савăк çемье», Ольăпа Алексей Афанасьевсем «Чи кăмăллă çемье», Вальăпа Николай Антоновсем «Пултаруллă çемье», Екатеринăпа Александр Никитинсем «Телейлĕ мăшăр» ятсене çĕнсе илчĕç.

Валентинăпа Николай Антоновсем çемье çавăрни кăçал 40 çул пулать. Вĕсем виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ, Алинăпа Коля, хăйсем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Света, тĕп хулара медицина енĕпе вĕренме кĕнĕ. Антоновсем культура çуртĕнче иртекен кашни мероприятие хутшăнма тăрăшаççĕ.

Уяв каçне Юрий Тимофеев купăспа выляса илемлетрĕ. Пурте туслăн ташларĕç, юрларĕç. Мăшăрĕ Светлана Геннадьевна кукăль пĕçерсе килнĕ. Тимофеевсен кĕрÿшĕ те, Алексей Афанасьев, чаплă купăсçă. Вăл та курма килнисене ларма памарĕ. Культура çуртне уява пухăннисем те килтен тутлă кучченеçсемпе килнĕ. Уяв каçĕ вăрăм сĕтел хушшинче чей ĕçнипе вĕçленчĕ.

Надежда КУРАКОВА,

Малтикас Ялтăрари культура çурчĕн

заведующийĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика