Мăн-явăшсем космоспа çывăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 12:57 Просмотров: 443

Ку шкулта вĕренекенсем пирки тивĕçлипех çапла калама пулать. Чылай çул ĕнтĕ мăн-явăшсен «Сириус» отрячĕн тухăçлă ĕçне республикăра та аван пĕлеççĕ.

– Ачасем Çĕмĕрлере иртнĕ «Йывăрлăхсем витĕр çăлтăрсем патне» республика фестивалĕнче пысăк хавхалану илчĕç те халĕ тăрăшсах малашнехи конкурссене хатĕрленеççĕ, – пĕлтерчĕ «Сириус» ертÿçи Альбина Васильевна Павлова.

Асăннă смотр-конкурсра Мăн Явăш хĕрĕсемпе каччисем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Отряд, паллах, хăйĕн пултаруллă йышĕпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Ачасем спортпа питĕ туслă. Çакă вĕсене иртнĕ фестивальте те аван пулăшнă: эстафетăра 3-мĕш вырăн йышăннă. Софья Щеглова тăршшĕне сикессипе ку шайри медале тивĕçнĕ. Теори турĕнче вара мăн-явăшсем иккĕмĕш пулнă.

Маларах сывлăш çĕленĕсене вĕçтерес республика фестивалĕнче Анжела Яковлева кĕмĕл, Семен Аршуткин бронза призерсем пулса тăнă.

Çÿлерех асăннă ачасемсĕр пуçне «Сириус» отряда çÿрекен Александра Петрова, Егор Иванов, Ангелина Семенова, Данил Журавлев, Анна Кошкина, Дмитрий Петров, Кирилл Фомин, Данил Смирнов та пур енлĕ маттур.

– Çак юхăм ачасене пĕтĕçтерет. Вĕсен наука, спорт патне кăсăклăх çуралать. Ывăл-хĕрĕ кăмăлланă ĕçпе аппаланни ашшĕ-амăшĕшĕн те лайăх, – терĕ Альбина Васильевна.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика