Вăйлă çар – вăйлă Раççей!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 12:58 Просмотров: 436

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕнче çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене аталантарас, çирĕплетес тата модернизацилес тĕлĕшпе тĕрлĕ задачăсем лартрĕ. Ултă çулта нумай ĕç пурнăçланă. Çар хĕçпăшалĕн 60 проценчĕ ытла çĕнелчĕ. Çар хăватне тата пĕлĕвне Сирири операцире куртăмăр, унта пирĕн Сывлăш-космос Вăйĕсем террористсен бандисене тĕп тăвассине сумлă тÿпе хыврĕç.

Чăваш Республики хăйĕн территорийĕнче пысăк çар чаçĕсемпе формированисем юлман пулин те çак задачăсене пурнăçлассине палăрмалла тÿпе хывать.

Çĕршыв оборонине çирĕплетессинчи тĕп ĕç – çар тата икĕ çĕртре усă курмалли продукцие туса кăларни. Оборонăпа промышленность комплексĕн пĕрлехи реестрĕнче Чăваш Республикинчи çичĕ предприяти: «Элара» АО, «ЧЭАЗ», «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО», «Электроавтомат», «Электроприбор» завочĕ», «КАФ» тата «Арсенал» АУО. Çавăн пекех темиçе предприяти пĕр вăхăтрах çар тата гражданла пĕлтерĕшлĕ продукци кăларать.

Ку пирĕн предприятисемшĕн – хăйнеевĕрлĕ пахалăх палли. Технологин пĕтĕм процесĕ çав тери çирĕп асăрхавра. Çар требованийĕсене туллин тепĕр чух пур предприяти те пурнăçлаймасть. Паллах, çар нуши валли кăларакан продукцие вăрттăнлăх режимĕпе хÿтĕленĕ. Анчах та эпир Чăваш енрен тухакан изделисемпе мĕнпур çар тĕсĕнче: Тинĕс-çар флотĕнче, авиацире, космос аппаратĕнче тата ракетăсенче, транспорт хатĕрĕсенче, энергетикăра, çыхăнура тата ытти сферăра усă курнă тени вăрттăнлăха уçни пулмасть. Продукцин хăшпĕр тĕсĕсем хăйсен характеристикипе ют çĕршыв аналогĕсене те ирттереççĕ. Эппин, çарăн техника тивĕçтерĕвĕнче тата импорта улăштарассинче Чăваш ен хывăмĕ сисĕнмеллех.

Анчах та çар – техника çеç мар, хальхи вăхăтри йышши пулин те. Чи малтанах – çынсем, çар задачине хăйсен ăс-тăнĕпе, кăмăл-туйăмĕпе, вăйĕпе пурнăçлакансем. Ку пахалăхсене аталантарассине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр кунта салтак пулаймăн вĕт.

Чăваш ен – 1968 çултанпа «Зарницăпа» «Орленок» республика вăййисен финалне ирттерессине пăрахăçламан регионсенчен пĕри. Çулталăк тăршшĕнче çамрăк армеецсен вăййин мĕнпур тапхăрне 30 пин ытла ачапа çамрăк хутшăнать. Нумай çулхи пахалăхлă тĕп ĕç шутĕнче – Чăваш Республикин çар комиссариачĕпе пĕрлешсе ĕçлени.

2016 çулта Чăваш енре те «Юнармия» регион уйрăмĕ йĕркеленчĕ. Паян республикăн мĕнпур муниципаллă пĕрлĕхĕнче 4 пин ытла юнармеец шутланать.

Юлашки çулсенче шырав юхăмĕ вăйлă аталанчĕ. Пĕтĕмпе 29 шырав отрячĕ ĕçлет. Çулсеренех вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçу вырăнĕсене экспедицие тухаççĕ, паттăрла пуç хунă çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕсене ĕмĕрлĕх сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Юлашки виçĕ çулта Чăваш ен шыравçисем 210 салтакăн юлашкийĕсене тупса палăртнă. Иртнĕ çултанпа ку отрядсем республика Пуçлăхĕн гранчĕсене илсе тăраççĕ.

Чăваш енре РФ Президенчĕн çамрăксене оборона облаçĕнчи пуçламăш пĕлĕвне парас хушăва эффективлă пурнăçлаççĕ. Çулсерен 5,5 пин ытла шкул ачипе студентсем вĕренÿ сборне пухăнаççĕ.

Ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре «КаДетство» та пысăк вырăн йышăнать. Вăл çула çитменнисем хушшинче патриотизм, чыслăх, гражданла тивĕçлĕх туйăмне вăратас тĕллевлĕ. Республикăра 23 муниципалитетра 114 кадет класĕ тата 4 кадет шкулĕ ĕçлет. Çарпа патриотизм воспитанийĕн тата кадет вĕрентĕвĕн тĕп центрĕ Атăлçи федераци округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ шутланать. Кăçал унта çĕнĕ вĕренÿ комплексĕ уçăлĕ, ун строительстви Раççей оборона министрĕн Сергей Шойгун тимлĕхĕнче.

Çавăн пекех пиншер хĕрпе каччă спортăн çар прикладной тĕсĕсемпе тата техника дисциплинисемпе кăсăкланать. Тĕлĕнме кирлĕ мар, паян çĕршывăн хĕçпăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра чăвашран тухнă 11 пине яхăн çын тăрать. Призыв планĕ çуллен 100 проценчĕпе тулать. Чăваш çамрăкĕсен çартан пăрăнас йăла çук. Вĕсем ырă ятра. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн ентешсем тăтăшах Кремль полкĕн ретне тултараççĕ.

Эппин, Президент хушăвĕсене Чăваш ен çирĕп пурнăçлать. Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе, хисеплĕ ентешсем!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика