Халăх канăвĕшĕн тăрăшмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 12:59 Просмотров: 650

Ярмушкари культура çуртĕнче иртнĕ культура ĕçченĕсен канашлăвĕнче пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ-вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Денис Трофимов культура ĕçченĕсене пултарулăхри çăмăл мар ĕçшĕн тав тунă, ăнăçу суннă.

Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева хăйĕн докладĕнче районти культура ĕçченĕсем пĕлтĕрхи çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртнă. Пĕтĕмпе 8900 культурăпа кану мероприятийĕ ирттернĕ. 2017 çулта вăтам ĕç укçи 15764,09 тенкĕпе танлашнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин проектне 4 культура объекчĕ хутшăннă, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Докладчик пĕлтĕрхи ытти ĕçсене те асăннă, кăçалхи тĕллевсене палăртнă.

Ярмушкари культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ меропрятисене пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика