Обществăлла асăрхав – суйлав тĕрĕслĕхĕн гарантийĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2018, 13:00 Просмотров: 543

Ытларикун, февралĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш ен ЦИКĕн, Обществăлла палата тата суйлав прависемпе процесĕсен центрĕн представителĕсем регионти массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕлпулнă. Унта мартăн 18-мĕшĕнче пулакан Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕрленни çинчен халăха ытларах пĕлтерессине сÿтсе явнă.

Тĕлпулăвăн «изюминки» суйлав бюллетенĕсене шутлакан КОИБ-2017 комплекса презентацилени пулнă. Ку агрегатсемпе тĕрлĕ суйлав кампанийĕнче усă курнă, анчах та çĕнĕ ăрури КОИБ ытларах майсемпе «мухтанма» пултарать. Сăмахран, электроснабжени чарăнас-тăк, вăл темиçе сехет ĕçлет. Тĕлпулăва хутшăнакансем аппаратсене хăйсем ĕçлеттерсе пăхнă, тăрăшсах КОИБа «улталас» тенĕ, бюллетенсене лучăрканă, темиçешер штук чикнĕ, тĕрлĕ символсем ÿкернĕ... Ăслă техника парăнман. Вăл правилăпа тултарнă бюллетеньсене çеç шута илнĕ. Ыттисене е йышăнман, е тÿрех бюллетень юрăхсăрри пирки паллă тухнă.

Çак комплекссене Шупашкарти суйлавçăсем йышлăрах участоксене вырнаçтарĕç. Пĕтĕмпе вĕсем 125. Кашнине ятарласа вĕрентнĕ икшер оператор ĕçлеттерĕç. Унпа нимĕнле махинацие те пурнăçлама май çук. Чи лайăххи вара, вăл сасăсене тÿрех шутлама тата пĕтĕмлетÿллĕ протоколсем йĕркелеме пултарать.

Чăваш ен ЦИК председателĕ Александр Цветков журналистсене суйлава хатĕрленесси штатлă режимпа пулса пынине каланă. Участоксенче тĕрĕс контроль валли хушма 349 видеосăнав камерине вырнаçтарĕç. Çапла суйлав участокĕнчи мĕнпур процеса онлайн режимра йăлтах курма май килĕ.

Пĕтĕмĕшле суйлав кампанийĕ лăпкă иртет. Саккуна палăрмалла пăснине тупман. Çăхавсене пурне те пăхса тухаççĕ, анчах нумайăшĕ вĕсенчен тĕрĕслĕхпе çыхăнман. Александр Цветков палăртнă тăрăх, саккуна пăсакансене общественноç тата право хуралĕн органĕсем тимлĕ сăнаççĕ. Унсăр пуçне, вăл суйлавçăсенчен кирек кам та открепительнăй талонсем илмесĕрех хăй ăçта пулнă вырăнта сасăлама пултарнине аса илтерчĕ. Çакăн валли килĕшÿллĕ заявлени çырмалла çеç.

Чăваш ен Обществăлла палата председателĕ Алексей Судленков Обществăлла палата наблюдательсен корпусне 25 тĕрлĕ обществăлла организацисенчи активлă граждансенчен йĕркеленине пĕлтерчĕ. Вĕсем кашни суйлав участокĕнче икшерĕн ларĕç. Обществăлла палата суйлав законодательствине пăхăннине палăртма тăтăшах мониторинг ирттерет. Çивĕч асăрхаттарусем çук. 

«За чистые выборы» корпусăн регионти координаторĕ Кирилл Лукин обществăлла наблюдательсене Суйлав правин тата процесĕсен центрĕнче хатĕрленине пĕлтерчĕ. Вĕренÿ тĕрлĕ формăпа иртет. Сăмахран, онлайн, куçăмлă тата вырăна тухса ирттерекен занятисенче. Наблюдатель тĕрлĕ енлĕ хатĕрленнĕ çын пулмалла.

Суйлава хатĕрленессине пысăк шайра йĕркеленипе пĕрлех ун уçăмлăхне, тĕрĕслĕхне, саккунлăхне пирвайхи тимлĕхе илнĕ. Ку суйлав çĕнĕ Раççейĕн историйĕнче чи таси тата тĕрĕсси пуласси иккĕлентермест. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика