Çĕнтерÿшĕн – велосипед

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2022, 11:31 Просмотров: 615

Район кĕрешÿçисем те Пĕтĕм Раççейри турнирта палăрнă.

Вăрнар каччи Никита Львов Пермь хулинче иртнĕ мастерсен турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ку – пысăк çитĕнÿ. Ăмăрту арçынсем хушшинче пулнă.

Маларах вара Шăхасанти тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ Сергей Корнилаев ячĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир пулнă. Вăрнар каччи Кирилл Андреев тата Санарпуçĕнчи Антон Федоров унта ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ кăна мар, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене те пурнăçланă. Антон çавăн пекех чи лайăх техникăшăн приза та тивĕçнĕ.

Ку çеç те мар, çĕнтерÿшĕн каччăсене хаклă парне – спорт велосипечĕ – парса чысланă.

Ярмушкари Кузьма Лаврентьев та кавир çине тухнă. Вăл 5-мĕш йĕркене йышăннă.

Арçын ачасем Юрий Григорьевич Львов тата Виталий Петрович Трофимов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика