Волгоградран – «кĕмĕлпе»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2022, 11:32 Просмотров: 682

«Химик-Августăн» çамрăксен икĕ команди Волгоградра иртнĕ «Çĕнтерÿ Кубокне» хутшăннă.

Кашни ÿсĕмрех сакăршар команда тупăшнă. «Химик-Август–2007» каччисем хăйсен ушкăнĕнче финала тухассишĕн виçĕ командăпа тĕл пулнă, иккĕшне парăнтарма пултарнă. Анчах та турнир хуçисен «Роторĕ» 2,2 шута вăйă вĕçлениччен темиçе минут маларах ÿстернĕ. 3,2 шутпа çĕнтернĕ. Çапла вăрнарсем финалта 3-мĕш вырăншăн кĕрешнĕ. Кунта та волгоградсен команди (иккĕмĕшĕ) вăйлăрах пулнă. «Химик-Август–2007» 4-мĕш йĕркене йышăннă.

Çапах савăнмалли пур. Ку ÿсĕмре Вăрнар каччи Данил Волков «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех голсен шучĕпе – чи маттур бамбардир.

«Химик-Август-2009» малтанхи çаврăмра виçĕ командăна та парăнтарса финалта 1-мĕш вырăншăн вылянă. Вĕсен те Волгоградри «Ротор» футбол клубĕн çамрăкĕсемпе тупăшма тивнĕ. Икĕ командăн та вăйĕсем пĕрешкел пулнă, шута час уçайман. Анчах та иккĕмĕш таймра волгоградсем тапăнарах выляса икĕ гол тапса кĕртсе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăрнар ачисем 2-мĕш вырăн йышăннă.

Ку ÿсĕмре те палăрнă ентешсем. Иван Мошкин «Чи лайăх вăйăç» пулса тăнă. Вăл пĕтĕмпе 8 гол тапса кĕртнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика