Ыйтусене асăрхава илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2022, 11:33 Просмотров: 646

Уяв умĕн районта Чăваш Республикинчи Тĕп федераллă инспектор Григорий Сергеев граждансене уйрăм тата обществăлла ыйтусемпе йышăннă.

Район администрацийĕн информацийĕ тăрăх, тĕлпулура хускатнă ыйтусем пурте, тĕпрен илсен, çуран каçмалли вырăнсем йĕркелессипе е вĕсене республика çулĕсем çинче çутатассипе çыхăннă. Мероприятие Чăваш ен транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов, район прокурорĕн заместителĕ Елена Дмитриева, райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Тихонов та хутшăннă.

Калининăри Светлана Михайлова, акă, салари республика пĕлтерĕшлĕ автоçул иртекен Ленин тата Гагарин урамĕсенче тротуарсем тăвасси пирки килнĕ. Çавăн пекех вăл Калининăна Çĕмĕрле енчен кĕнĕ çĕрте, хăвăртлăха чакармалли паллă е искусствăлла чăрмав кирлине хускатнă. Ку иртен-çÿреншĕн питĕ пысăк хăрушлăх кăларакан вырăн. Светлана Михайлова ку тăрăхра пурăнакансен тепĕр пăшăрханăвне те асăннă% «Калинино–Патăрьел–Елчĕк» тата «Калинино–Шăхасан» автоçулсем хĕресленнĕ вырăнта та çуран каçă пулсан лайăх.

Владимир Осипов министр палăртнă тăрăх, тротуарсем пулмаллах. 2022 çулăн иккĕмĕш çурринче подряд организацийĕпе контракт çырма планланă, ĕçĕсем вара çитес çул пурнăçланмалла, тенĕ вăл. Чару паллине лартас пирки республикăри ГИБДД-па калаçса татăлни кирлĕ-мĕн.

Кÿлхĕрри ялĕнче те республика çулĕ иртекен Çĕнтерÿ урамĕнче инкеклĕ тĕслĕхсем сахал мар. Çавăнпа та, хăрушсăрлăх тĕллевĕпе, урама çутатас ыйтупа кÿлхĕррисен ячĕпе Ирина Игнатьева пынă. Лару-тăру çивĕчлĕхне Владимир Осипов та йышăннă. Ун сăмахĕсемпе, проекта кăçал хатĕрлемелле. Укçа-тенкĕ уйăрсан, чарăну павильонĕ патĕнче тата çынсем каçмалли вырăнта çутăпа тивĕçтересси пурнăçланĕ. Çакнашкал ыйтăвах хапăссен те. Ун пирки те влаç представителĕсем майлă хурав панă.

Тротуарпа çутă Чăрăшкас Хирлепри Шоссейная урамра та кирлĕ – ял çыннисен тахçанхи кулянăвне Наталия Петрова çитернĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çул çинче юсав ирттернĕ хыççăн айăккисене çĕр тата тăм сапса тухнă. Çавăнпа та шкул ачисене йĕпе-сапара утса çÿреме питĕ хĕн – çул айăккисене вĕт чулпа та пулин çирĕплетмеллех. Григорий Сергеев федераллă инспектор та, Владимир Осипов министр та кăткăс лару-тăрăва тимлĕхе илме, проекта хатĕрлесе пурнăçлассине асăрхавра тытма шантарнă.

Юлашкинчен федераллă инспектор Вăрнарти аш-какай комбиначĕн район Пухăвĕн депутачĕ Владислав Попов ертсе пынă ушкăнне йышăннă. Вĕсен сĕнĕвĕ те – предприяти умĕнче çуран каçмалли вырăн тăвасси пирки.

Çавăн пекех поселокри Илларионов, К.Маркс урамĕсенче тротуарсене йĕркене кĕртессине те Транспорт министерстви асăрхава илĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика