Куççуль витĕр савăнăç кÿрекен уяв

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.05.2022, 11:40 Просмотров: 567

Вăрçă паттăрĕсем çĕршыва фашизм тыткăнĕнчен çăлса хăварнă. Мирлĕ тÿпешĕн тăшмансемпе çапăçса чи хаклă пурлăха – пурнăçа – панă. Тыл ĕçченĕсем те иксĕлми хастарлăх, тÿсĕмлĕх кăтартнă, хăйсен сывлăхне шеллемен. Вĕсем умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 77 çул çитнине Калининăра та паллă турĕç. Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ, вăтам шкул, культура учрежденийĕ тăрăшнипе уяв чаплăн иртрĕ. Парада ятлă-сумлă хăнасем çитрĕç% Сергей Иванов подполковник, Эрик Васильевпа Валерий Германов полковниксем, Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте тата ыттисем. Митинга халăх та йышлăн пуçтарăнчĕ.

Чи хисеплĕ вырăнта – ветерансем. Калинино ял тăрăхĕнче халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин виçĕ участникĕ пурăнать. Аслă ăрурисен йышĕнче ĕçре нумай çул тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнисем те пулчĕç.  

Эрик Васильев ял тăрăхĕнчи хисеплĕ çынсене – Николай Юркина, Людмила Иванована тата Александр Михайлова – «Образование СССР – 100 лет» юбилей медалĕпе чысларĕ. «Вăрçă ачисем» наградăна Мария Афанасьева, Лидия Васильева, Заря Тихонова тивĕçрĕç.

Парада килнисем вăрçăра пуç хунисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç. «Вилĕмсĕр полк» акцие ачасемпе пĕрлех предприяти-организацисенче тимлекенсем, ял тăрăхĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç, вĕсем фронтра тăшмансемпе хăюллăн çапăçнă, тылра кунне-çĕрне уямасăр ĕçленĕ тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене илсе тухрĕç. «Никама та манман, нимĕн те манăçман» тесе тÿреммĕнех çирĕплетме пулать.

Шкул ачисем культура çурчĕ çумĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа лартнă палăк умне ешĕл кăшăл хучĕç. Уяв программи питĕ пуян пулчĕ. Вĕренекенсем «Эпир – Раççей ачисем» флешмоб (1–4 классем) тата плац-концерт (5–10) кăтартрĕç. Кадетсен вальсĕ тата мĕне тăрать! Çамрăк ăру юрăсем те шăрантарчĕ. «Светлячок» ача садĕнчи маттур шăпăрлансем те концерта хутшăнчĕç. Кĕвĕ-çемĕ ян! та ян! юхрĕ. Çĕнтерÿ кунĕ – куççуль витĕр савăнăç кÿрекен уяв. Паттăрсен мухтавлă ячĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç.

Мачамăш ялĕнче те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 77 çул çитнине анлăн уявларĕç. Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Смирнова, ял депутачĕ Анастасия Кузьмина пурне те чаплă праçникпе саламларĕç, аслă ăрăвăн паттăрлăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнине çирĕплетрĕç. Ял çыннисемпе пĕрле обелиск умне чечексем хучĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика