Çĕнтерÿ кунне пурте кĕтрĕç. Пандемие пула икĕ çул харăс вăл онлайн-форматра иртрĕ. Çавăнпа та кăçал уява кашниех хутшăнма, унра хăйĕн тÿпине туйма тăрăшрĕ
Фронтовиксен йышĕ чаксах пырать
Аслă Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулне районти кашни ял поселенийĕнче чаплăн паллă турĕç. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вара пĕтĕм район Вăрнарти тĕп площаде пуçтарăнчĕ – мухтавлă датăна паллă тума Çĕнтерÿ парадне çĕр-çĕр çын тухрĕ. Вăрнар çийĕн ир-ирех юхакан çар юррисем янăрани мăнаçлăх туйăмне вăратрĕ. Ĕç коллективĕсен колоннисем тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе, хăюсемпе, патшалăх ялавĕсемпе ялкăшрĕç. Анчах та...
Чĕрене çакă хытă пăчăртарĕ% площадьре уйăрнă хисеплĕ вырăнти саксем çинче пĕртен-пĕр ветеран кăна ларчĕ. Вăл 93-ри Нина Дмитриевна Абрамова – тыл ĕçченĕ. Маларахри çулсенче уява вун-вун вăрçă участникĕпе ветеранĕ пухăнатчĕ. Кăçал вара Аслă Çĕнтерÿ кунне 9 участник кăна кĕтсе илейрĕ, пĕлтĕр вунпиллĕкĕнччĕ. Тăшмана хирĕç вара Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн районти 11 пин те 526 çын тăнă. 5691 ентеш паянхи пирĕн пурнăçшăн çапăçу хирĕнчех пуçĕсене хунă.
Çĕнтерÿ уявĕ... Ун пĕлтерĕшне эпир çав-çавах туллин палăртма пултараймастпăр, хăйсен телейĕсене татса пирĕншĕн – паянхи тата пулас ăрусемшĕн – çапăçнă ветерансем вара вăл мĕнле хакпа туптаннине аван пĕлеççĕ.
Астăвăм ĕмĕрлĕх
Митинг яланхиллех мăнаçлăхпа, патриотлăхпа тулчĕ. Калинино шкулĕн кадечĕсем Раççей Федерацийĕн Ялавне, Çĕнтерÿ Ялавне тăршшĕпе йăтса тăчĕç. Кашни колоннăра Çĕнтерÿ символĕсем палăрчĕç. Нумайăшĕ, çав шутра ачасем те, çар тумĕсемпе илемлĕн курăнчĕç.
– Çĕнтерÿшĕн пурнăçне панă çынсене астунă чухне пире никам та парăнтараймасть. Астăвăм ĕмĕрлĕх. Çĕнтерÿçĕ-ăрăва мухтав! – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов фронтовиксен ăрăвĕ паттăрлăх, хăюлăх, ирĕклĕх, пĕрлĕлĕх тĕслĕхĕ пулнине палăртса.
Çутă уяв ячĕпе вăрнарсем патне çавăн пекех Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕнчен Владимир Свешниковран, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕнчен Алексей Владимировран, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕнчен Александр Панзин протоиерейран саламсем вĕçрĕç. Вĕсем те совет халăхĕн фронтри, тылри иксĕлми паттăрлăхне, ăрусен пуласлăхĕшĕн тĕрлĕ асапсене тÿснине палăртрĕç.
Вăрçă ачи
Вăрçă вăхăчĕ ачасене те нушалăх кÿнĕ. Тылра та çăмăл пулман. Павел Антонович Антоновăн ашшĕ, акă, басмачсемпе çапăçнă, унтан Польша, финн вăрçисене хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вара ун пурнăçне татнă. Ăна фронта 1941 çулхи августра илнĕ, 1942 çулхи февральте пуçне хунă. Амăшĕ пилĕк ачипе тăлăха юлнă, чи кĕçĕнни ашшĕ вилнĕ хыççăн виçĕ эрнерен çуралнă...
Павел Антонович, асли пулнă май, йывăр ĕçсене аслă çын пек пурнăçланă. Çемье тĕрекĕ пулса тăнă. Çар службине вăл Çурçĕр флотĕнче ирттернĕ.
Трибуна çинчен калаçнă май, пурне те ниме пăхмасăр пĕрлĕхлĕ пулма, пурнăçа юратма, пуласлăхшăн ĕçлеме, астăвăма ĕмĕрлĕх упрама чĕнсе каларĕ. 90-ри вăрçă ачи паянхи ăру çĕршыв малашлăхĕ пулнине шаннине пĕлтерчĕ.
Çамрăксем асрах тытаççĕ
Çамрăксем паян урăх саманара, урăх ăнлавсен ĕмĕрĕнче çитĕнеççĕ, хăшĕсем вĕсене вăрçма пикенеççĕ пулин те вĕсенче патриотлăх туйăмĕ пурах. Çакна шкулсенчи, хушма пĕлÿ учрежденийĕсенчи ĕç-хĕл те аван кăтартать.
Калинино шкулĕн кадечĕсен плац-концерчĕ те çакнах çирĕплетрĕ. Ачасем строй упражненийĕсене ура-уран утса чаплăн кăтартрĕç. Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Мăн Явăш, Хапăс, Калинино, Санарпуç, Кульцав, Кÿстÿмĕр, Çĕрпел шкулĕсен çамрăк армеецĕсем парад расчечĕпе трибуна умĕпе мăнаçлăн утрĕç.
Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн хореографи уйрăмĕн «Встанем» ташши (ертÿçи Оксана Трофимова) нумайăшне куççуллентерчĕ. 90 ытла ачана явăçтарнă номер мĕнпур вăрçă паттăрне аса илтерчĕ, мирлĕ пурнăç кирлĕлĕхне кăтартрĕ. Зинаида Ижелеева ертсе пыракан ушкăнăн ташă композицийĕ те Раççей çарĕн мухтавне çĕклерĕ. Ку ушкăнсем çавăн пекех ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсемпе, районти культура ĕçченĕсемпе пĕрле лартнă музыка композицийĕнче çĕршыв мăнаçлăхне сăнларĕç.
Çĕнтерÿ çути
Çак кун кашни ялти палăкпа обелиск чечексем ăшне путрĕ. Вăрнарти Асăну скверĕнчи Амăшĕпе салтакăн монуменчĕ умне Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, район ертÿлĕхĕ ячĕпе кăшăлсем вырнаçрĕç.
Çавăн пекех Совет Союзĕн Геройĕн Анатолий Ивановăн, 3065-мĕш эвакогоспитальте сурансенчен вилнĕ салтаксен тăванлăх вилтăприйĕсем чечексемпе витĕнчĕç.
Район ертÿлĕхĕ, обществăлла пĕрлешÿсен представителĕсем, ĕç коллективĕсем Советски урамĕпе утса иртсе чукун çул вокзалĕ çумĕнчи Çĕнтерÿ мемориалĕнчи ĕмĕрлĕх çулăм умне чечексем хучĕç.
Кунтанах «Паттăрсен çĕрĕ» авточупу старт илчĕ.
Уяв йĕркипех каçхине волонтерсем факел утăмĕпе Асăну скверĕ патне Çĕнтерÿ çулăмне çитерчĕç. Паттăрсен ячĕпе çавăн пекех çĕрлехи тÿпене салют çĕкленчĕ. Кашни залпĕ вăрнарсен чĕрине паттăрлăх туйăмĕпе хăпартлантарчĕ.
Манмастпăр, пуçа таятпăр!..
Светлана Чикмякова.
Ноябрь 2024 |