Патриотсем çитĕнччĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2022, 11:44 Просмотров: 714

Кăçал паллă сăвăç, драматург, тăлмач, журналист Петĕр Ялкир (Петр Алексеевич Тихонов) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче кун çути курнă пулин те, унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Вăрнар тăрăхĕпе тачă çыхăннă. Поэта халалласа районта тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç. Нумаях пулмасть унăн ывăлĕ – Владимир Петрович – Вăрнар енне килчĕ. Редакци коллективĕпе тĕл пулчĕ.

Петĕр Ялкир район хаçатĕнче те тăрăшнă. Владимир Тихонов хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçчен, сăпайлă çынсем пулнине çирĕплетрĕ. Владимир Петрович ăру ятне яман. Вăрнарти 1-мĕш шкултан 1966 çулта ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Ĕмĕт-тĕллев пурнăçлантăр тесе Мускава çул тытнă. Пограничниксене хатĕрлекен аслă училищĕне вĕренме кĕнĕ. Вăл çарпа политика академийĕнче те пĕлÿ пухнă. Вăрнар каччи вĕренÿре малтисен ретĕнче пулнă, хĕрлĕ диплом илме тивĕçнĕ.

1980 çулта Афганистанра командировкăра пулнă. Казахстанри аслă çар заведенийĕсенче ĕçленĕ% çар педагогикипе психологи кафедрин ертÿçинче, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. 1993–2005 çулсенче служба тăван республикăра иртнĕ. Владимир Тихонов Федераллă хăрушсăрлăх службин Чăваш енри управленийĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн – Раççейри ФСБ академийĕнче преподавательте.

Владимир Тихоновăн статйисем «Пограничник», «Ветеран границы» журналсенче пичетленнĕ. Наградăсем чылай. Отставкăри полковник хальхи вăхăтра хăйĕн çемйипе Мускавра пурăнать.

Пирĕн ентеш Вăрнар тăрăхне килсен хăйĕн тăван шкулне çитсе курнă. Ачасемпе Сталинграда хÿтĕленĕ Иван Никифоровăн (шкул ун ячĕпе хисепленет-ред.), Афганистанра пуç хунă Владимир Михайловăн паттăрлăхĕ пирки калаçнă. Çавăн пекех поселокри 2-мĕш шкулта, ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухакансемпе те тĕл пулнă.

– Тăван çĕршыва хÿтĕлесси – пархатарлă тивĕç. Ăна сыхлама яланах хатĕр пулмалла, – çирĕплетрĕ Владимир Петрович. – Ачасемпе çамрăксенче патриотизм туйăмне   аталантарассине   пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика