Хисеплĕ учителе манмастпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2022, 11:45 Просмотров: 661

Кăçалхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕ Вăрнар техникумĕнче 1964–1975 çулсенче вĕреннĕ ветеринари специалисчĕсемшĕн хурлăхлă пулчĕ. Çав кун вĕсене çур ĕмĕр каялла алла скальпель тытма тата выльăхсене тĕрлĕ йышши операци тума вĕрентнĕ Петр Семенович Ливанов 93 çул тултарнă хыççăн 5 уйăхран пурнăçран уйрăлчĕ.

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче 40 кунĕ пулать. Вăл – 53 килтен тăнă Авруй ялĕнчен тухнă 41 выльăх тухтăрĕнчен тата Лабиновсемпе Ливановсен 24 çынтан тăракан ветеринари врачĕсен династийĕнчен пĕри. Пурнăçĕнчи 40 ытла çулне ветеринарипе çыхăнтарнă ĕç ветеранĕ.

Петр Семенович çут тĕнчене 1928 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче килнĕ. Вăрçă ачи. Ялти 4 класлă тата 5–7 классене Кÿстÿмĕрти шкулта вĕреннĕ хыççăн 1943 çулта Вăрнарти зооветеринари техникумĕн ветеринари фельдшерĕсем хатĕрлекен уйрăмĕнче вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш курсра пĕлÿ пухнă вăхăтра техникум çурчĕсенче Вăрнарти госпитальсенчен сывалса тухнă салтаксенчен йĕркеленĕ Хĕрлĕ çар чаçĕ тăнă пирки занятисем Кив Мĕлĕшре иртнĕ. Иккĕмĕш курсра тин студентсене техникум вăрçăччен йышăннă çуртсене куçарнă. Пурнăç условийĕсем питĕ йывăр, çиме çăкăр çитмен пулсан та вĕренĕве ăнăçлă вĕçлесе 1946 çулта ветеринари фельдшерĕн дипломне алла илнĕ.                                                                                                                                        

Çамрăк специалиста Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Уссурийск çумĕнчи Михайловка салине янă. Унта вăл колхозра ветеринари фельдшерĕнче ĕçленĕ. Хĕрлĕ çара кайма çул çитнĕ, çар комиссариачĕ унăн пĕлÿ шайне шута илсе Владивостокри çар училищине вĕренме янă, унтан çамрăк офицер Чукоткăра хĕсметре тăнă. Ял хуçалăх специалисчĕсене хĕсметрен хăтарас тĕлĕшпе 1954 çулта саккун тухсан Чăваш ене таврăннă, Шăхасанти ветеринари аптекине вырнаçнă. 1955–1960 çулсенче Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿллĕ тухтăр дипломне алла илнĕ. Ăна ĕçлеме Якутине янă, унта пĕр курсра вĕреннĕ тутар хĕрĕпе 1961 çулта çемье çавăрнă. Кунта вĕсен икĕ ывăл çуралнă.                                                                                      

1963 çулта Тутар Республикине куçса килнĕ, Зеленый Дол районĕнче выльăхсене сиплес ĕçре тăрăшнă. Вăл ăста, пысăк опытлă ветеринари врачĕ пулнине шута илсе 1964 çулта ăна мăшăрĕпе Вăрнарти зооветеринари техникумне чĕнсе илеççĕ, кунта вăл студентсене хирурги предметне вĕрентме пуçланă. 12 çулта пине яхăн çамрăка пĕлÿ панă. 1975 çулта Ял хуçалăх министерстви сĕннипе çемйипе Монголине виçĕ çуллăха ĕçлеме кайнă.                                                          

1978 çулта ăна Шупашкар хулин тĕп ветеринари врачне çирĕплетнĕ, çак яваплă ĕçре Петр Семенович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тимленĕ. Вăл хулан çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи тата тĕп пасарти, аш-какайпа ытти çимĕçе тĕрĕслесе тăракан çĕнĕ лабораторисем уçнă, вĕсенче хулана республика тулашĕнчен кÿрсе килекен выльăх-чĕрлĕх продукцине радиаци тĕрĕслевĕ витĕр кăлармасăр сутма юраманнине, хулари предприятисенче экспорт енĕпе ăсатакан выльăх-чĕрлĕх продукципе чĕртаварне тĕрĕслессине йĕркеленĕ, ветеринари службине çĕнĕ кадрсемпе çирĕплетнĕ.

Унăн ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă, нумай-нумай грамотăсăр пуçне 5 хутчен тĕрлĕ медальсемпе чысланă, Патшалăх Президенчĕ В.В.Путин та ятарлă çырупа саламланă.

Хăйĕн вĕренекенĕсемпе мĕн виличчен çыхăну тытрĕ Петр Семенович. Шел, тек пулмĕ ĕнтĕ вăл пирĕн хушăра кашни çул иртекен тĕлпулусенче. Ăна манманнине тата сума сунине ура çинче пĕр минут шăп тăнипе палăртатпăр эпир ун чухне. Санăн сăнару яланах пирĕн асăмра пулĕ, хисеплĕ учитель.

П.С. Ливановăн вĕренекенĕсем: 1965 çулта унăн аллинчен диплом илнĕ, 1985–1988 çулсенче пĕрле ĕçленĕ Геннадий Иванов тата техникумра вĕреннĕ çулсенче Петр Семенович ертсе пынă ушкăнра пулнă, паянхи кун Шупашкарăн тĕп пасарĕнчи лаборатори пуçлăхĕ Зося Владимирова.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика