Районта тĕслĕх илмелли çемьесем сахал мар. Хăшпĕр мăшăрсем хăйсен ачисене çитĕнтернипе пĕрлех хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене те хăйсен çунатти айĕнче ăшăлăх параççĕ.
Çакнашкал çемьесенчен пĕри – Хурăнсур Çармăсри Екатерина Варсонофьевнăпа Анатолий Ефремович Кузьминсем. Вĕсем хăйсем кун çути панă тăватă ачипе пĕрлех ултă тăлăха пăхса ÿстернĕ.
Ку историе хаçатра унччен темиçе те çырнă. Кузьминсем Анатолий Ефремовичпа пĕртăванĕн ывăл-хĕрĕсене хăйсен хÿттине илнĕ. Туслă çемьере пĕр-пĕринчен уйăрмасăр тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ тĕпренчĕкĕсем пурте ÿссе çунат сарнă ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшне паян вунтăватă мăнук савăнтараççĕ.
Вырсарникун Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă турăмăр. Республикăра çак ятпа усрав çемьесен форумĕ иртрĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çемье традицийĕсене çирĕп уякансене Тав хучĕсемпе наградăланă. Чыса Кузьминсем те тивĕçнĕ.
Çемье кунне халалласа районти культура учрежденийĕсенче те тĕрлĕрен мероприятисем йĕркеленĕ. Малтикас Ялтăра библиотекинче, акă, ачасемпе «Чи кирлĕ сăмах – çемье» литература сехечĕ иртнĕ. Кĕçĕннисем çемьере юратса вулакан кĕнекесем пирки калаçнă, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентекен произведенисен сăнарĕсене аса илнĕ.
Кÿстÿмĕрти ял библиотекинче вара «Манăн çемье – манăн пуянлăх» вăйă-викторина пулнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çемье çинчен калакан ватттисен сăмахĕсене пĕлессипе, йăх-тымар йывăçне ÿкерессипе, ытти енĕпе тупăшнă.
Ноябрь 2024 |