Çĕрулми лартаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2022, 11:46 Просмотров: 605

Çанталăк условийĕсем аграрисене чăрмав кÿреççĕ пулин те вĕсем кашни уяр кунпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне çурхи культурăсене 8021 гектар (планăн 47,2 проценчĕ) акнă, çав шутра тырпул лаптăкĕ – 6904 гектар ( 57 процент).

«Победа» кооператив çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме тăрăшнă, çурхи культурăсене пĕтĕмпех акса пĕтернĕ.

«Иккĕмĕш çăкăр» пуссисенче те ĕç шавĕ илтĕнме пуçларĕ. Районта пĕтĕмпе 27 гектар çĕрулми лартнă. Ку вăл планăн 7,7 проценчĕ. «Мураты» хуçалăхра ĕçе 16 гектар çинче пурнăçланă. Çăкаллă-явăшсен тата çĕрулмине 100 гектар лартмалла. Уй-хирте хăватлă техника ĕçлет. «Джон Дир» трактор рулĕ умĕнче – Александр Федоров. Олег Петровпа Сергей Митрофанов механизаторсем вăрлăха чăрмавсăр турттараççĕ. «Мураты» хуçалăхра мехпарка çуллен пуянлатма тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть кооперативра минераллă удобренисене хывмалли çĕнĕ агрегат туяннă.

«Янгорчино» хуçалăхра кукуруза акма тухнă.

«Агрохмель» агрофирмăн «симĕс ылтăн» плантацийĕнче те ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхра тăрăшакансем хăмла çакаççĕ. Çак вăхăт тĕлне ĕç кăтартăвĕ – 4 гектар.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика