Пултаруллă та паттăр ентеш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.05.2022, 10:39 Просмотров: 863

1918 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче РСФСР Халăх Комиссариачĕн Канашĕ пограничниксем çинчен калакан Декрет йышăннă. Çак кунтан пирĕн çĕршывра Пограничник кунне паллă тума тытăннă.

Вулакансене Уравăш тăрăхĕнчи мухтавлă та паттăр ентешĕмĕрпе Вячеслав Николаевич Сорокин пограничникпа паллаштарас килет. Вăл ку ялтах йышлă çемьере кун çути курнă. Çиччĕн ÿссе çитĕннĕ. Славик – çемьере пиллĕкмĕш ача. Вĕсем туслă çитĕннĕ, тĕрĕс воспитани илсе çамрăклах ĕçре пиçĕхнĕ. Амăшĕ – Александра Николаевна – тăван колхозра вăй хунă. Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсене, «Амăшĕн паттăрлăхĕ» медале илме тивĕçнĕ. 15 çулта чухнех Сăр хÿтĕлев чиккине тума та хутшăннă вăл. Çамрăксем тертлĕ ĕçре аслисемпе танах тăрăшнă-çке ун чухне. Йĕркеллĕ çиме те, тăхăнма та пултарайман, анчах йывăрлăхран пăрăнман, хăраман.

Славикăн ачалăхĕ Уравăш тăрăхĕнчи илемлĕ улăх-çаран, тулăх уй-хир ытамĕнче иртнĕ. Вăл спортпа питĕ туслă пулнă, çамрăклах ăмăртусене хутшăнса пысăк результатсем кăтартнă. 1980 çулта тăван шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Кÿкеçри 5-мĕш ял хуçалăх училищинче вĕреннĕ, кунта автослесарь-механик специальноçне алла илнĕ.

1981 çулхи кĕркунне пирĕн ентеш çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăрать. Малтанах Туркменири Тахта-базар çывăхĕнчи 2088-мĕш чаçăн вĕренÿ центрĕнче чикĕ сыхлакансен кĕçĕн командирĕсен курсне пĕтерет. Çакăн хыççăн Сорокин кĕçĕн сержант Афганистанри Кайсар юханшывĕ патĕнчи пограничниксен çар чаçне лекет. Душмансен ушкăнĕсене тĕп тăвассипе пĕрре мар ятарлă çар операцийĕсене хутшăнать.

1984 çулта Ашхабадри прапорщиксем хатĕрлекен институтра пĕлÿ илет. Каллех Афганистан Республикине службăна лекет, разведрота командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пуçлать.

Пĕр çапăçура Сорокинăн ушкăнĕ душмансене çавăрса илет те тыткăна çаклатать. Унăн хастарлăхне пула ĕнтĕ ку хирĕçтăруран пирĕн салтаксем пĕр çухатусăр тухаççĕ. Çак ятарлă çар операцийĕшĕн вăл «Хăюлăхшăн» медале тивĕçет.

Тепĕр çапăçура вара вĕсем душмансен ушкăнне пĕтĕмпех тĕп тăваççĕ. Командирне те тыткăна илеççĕ. Вăл Мускаври аслă çар училищинчен вĕренсе тухнăскер пулнă иккен. Пирĕн ентеше уйрăм хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чыслаççĕ.

Каярахпа Вячеслав Николаевич пĕр хаяр çапăçура йывăр аманать. Çулталăк енне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи госпитальсенче сипленме тивет унăн. Йывăр суранĕсене кура отставкăна тухать.

Тăван тăрăха таврăнсан Вячеслав Николаевич Шупашкар районĕнчи Устакасси ялĕнчи хĕрпе паллашса çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Светлана Алексеевнăпа, икĕ ача ÿстерсе ура çине тăратнă. Вĕсен халĕ 5 мăнук çитĕнет.

Вячеслав Николаевич нумай çул Çĕнĕ Шупашкарти Çурт-йĕр хăпартакан комбинатра (ДСК), каярахпа Шупашкарти Электроаппарат заводĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра – пенсире. Апла пулсан та çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре нумай вăй хурать, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Вăл – Раççей çар ветеранĕсен союзĕн членĕ.

Тĕп хулара пурăнать пулин те ентешĕмĕр тăван яла час-часах килсе çÿрет, вĕренекенсемпе тĕл пулать. Çуллахи кунсенче вăл пахчара тăрмашма юратать, кăмпа-мăйăр пухма çÿрет.

Унăн шăллĕ те – Николай Николаевич Сорокин, 1966 çулта çуралнăскер, 1984–1986 çулсенче Афганистан Республикинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Медальсене чылай тивĕçнĕ.

Пирĕн хушăмăрта çакăн пек хастар та маттур çынсем пулни савăнтарать. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илетпĕр.

Николай ВАСИЛЬЕВ,

запасри офицер.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика