Уйрăлу куççулĕ... Шкул тапхăрĕ ырă туйăм хăварнăран, пĕлÿпе çивĕч ăс-тăн парнеленĕрен кашни вĕренекенĕн выпускнойсем вăхăтĕнче куçĕсем шывланаççĕ. Ярмушкари шкулта та ку хумхануллă саманта курма тÿр килчĕ. 11-мĕш класран тухакансен тав сăмахĕсем савăнăçлă линейкăна пухăннисен чĕрисене хускатни аванах сисĕнчĕ. Арçын ачасен çирĕп кăмăлĕсем те çемçелчĕç...
Çаплах ĕнтĕ, пĕр класра вунпĕр çул туслăн, ăмăртмалла вĕренни, пĕрлехи ĕçсене хутшăнни ачасене пĕр çемьене çавăрать. Шкул иккĕмĕш кил, учительсем атте-анне пекех çывăх пулса тăраççĕ.
Ярмушка шкулĕпе кăçал çиччĕн сывпуллашаççĕ. Хастар та пултаруллă класс. Çакна вĕсене тĕрлĕ конкурс-ăмăрту-олимпиадăшăн тивĕçнĕ грамотăсем те çирĕплетеççĕ. Уйрăмах Карина Петрован чыслава темиçе те тухма тиврĕ.
Ашшĕ-амăшĕн чĕри епле хĕпĕртет, ахăртнех. Çитĕнÿсем çемьерен те нумай килеççĕ. «Хĕрĕме пур ĕçре те, пур пуçарура та яланах хавхалантарма тăрăшнă. ,мĕчĕсене пурнăçлама вăй-халĕ, сывлăхĕ пултăр», – терĕç акă Алина Геннадьевнапа Иван Владимирович Петровсем.
Юлашки шăнкăрав уявне килнĕ ытти ашшĕ-амăшĕ те ачисемшĕн çунни, çын тăвас тесе тăрăшни курăнчĕ.
Яваплă тапхăрпа Ярмушка тăрăхĕнчи çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов ырă сăмахсем каларĕ, яланах малтисен ретĕнче пулма, ниме пăхмасăр çитĕнÿсем патне утма сунчĕ. «Çĕршыва паян ăслă, хăюллă, Тăван çĕршыва юратакан çынсем кирлĕ»,– терĕ вăл.
Малашлăхра хăйсен вырăнне тупма çамрăксене çавăн пекех Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Яковлев, шкул директорĕ Георгий Сорокин чĕнÿллĕ сăмахсем каларĕç.
Ярмушка шкулĕ вĕрентÿ тытăмне кĕрекен çĕнĕлĕхсене хастаррăн пурнăçа кĕртсе пырать. Кунта та нумаях пулмасть «Точка роста» малашлăхлă центр уçăлнăччĕ. Ачасем маттур, вĕсене районти, республикăри, тепĕр чухне Раççей шайĕнчи тĕрлĕ тупăшусен çĕнтерÿçисен йышĕнче курма пулать. Акă, линейкăра та кашни класранах лайăх кăтартусемшĕн ачасем пуçлăхсен аллинчен Хисеп хучĕсене илме тивĕçрĕç.
Уяв сумне шкултан тухакансен тыткăнлакан хитре ташшисем ÿстерчĕç. Хĕрсемпе каччăсем пухăннисене флешмоб та, шкул вальсне те парнелерĕç. Хусканăвĕсем чăнахах чуна пырса тивеççĕ...
«Вĕренмелле, малалла аталанмалла, пушă вăхăта усăпа ирттермелле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла!» – наказ пачĕç 1-мĕш класра вĕренекенсем те. Пĕрремĕш учитель, класс ертÿçин сăмахĕсем те шкултан тухакансен чунĕсене кĕрсе вырнаçрĕç.
Çак кун 9-мĕш класран тухакансемшĕн те хумхануллă самант. Аслă классене пурте юлманнисем, вăтам професси пĕлĕвĕ илес текенсем те шкулпа сывпуллашаççĕ.
Районĕпе илес пулсан, шкул саккинчен кăçал 11-мĕш класран 129 ача тухать. 286 ача 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерет.
Юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Умра – аслă та анлă çул! Унччен вара ачасен экзамен тĕрĕслевĕсем витĕр тухма тивет. Тăххăрмĕшсемшĕн ку тапхăр маларах пуçланнă ĕнтĕ, вунпĕрмĕшсем пĕрремĕш экзамена виçĕмкун тытрĕç.
Ăнăçу сире, выпускниксем! Районшăн кирлĕ çынсем пулăр!
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |