Уяв тĕлне – ача-пăча фестивалĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2022, 16:04 Просмотров: 484

Мĕнле телейлĕ вăхăт вĕт-ха вăл ачалăх! Атте-анне хÿттинче, çемье ăшшинче, тус-тантăшсем хушшинче... Савăн-кул, шкулта вĕрен, юрла-ташла, пултарулăхна, ăсталăха тупта... – пĕтĕм çулсем уçă.

Анчах кашни шăпăрланăнах ачалăхĕ телейлĕ те ăнăçлă пултăр тесен пирĕн, аслисен, мĕнпур вăя хывмалла. Вĕсен çывăхĕнчен усал пулăмсене сирмелле, тĕрĕс çул кăтартмалла, пурне те пĕрешкел вĕренме-аталанма майсем туса памалла. Çивĕчлĕхне çухатман ку ыйту Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун пушшех те ытларах калаçтарчĕ, тимлĕхе вăйлатма хистерĕ.

Хамăр районта та, аслисем тăрăшнипе, çак кун тĕрлĕ площадкăсенче хаваслă та кăсăклă уява çаврăнчĕ. Ача-пăча пултарулăх çурчĕ, акă, шкулсенчи обществăлла пĕрлешÿсен участникĕсене фестивале пухрĕ. Уяв залĕ пĕчĕккисен те, пысăккисен те йăл кулă çиçекен сăнĕсемпе, илемлĕ те янăравлă сассисемпе лăк тулчĕ. Малтанах пурте хаваслă зарядкăна тăчĕç. Вăл ВДПО-н районти уйрăмĕ йĕркеленипе иртрĕ.

Ушкăнсен пурин те хăйĕн ячĕ, чĕнÿллĕ девизĕ тата ĕç программи – вĕсемпе ачасем кашниех хăйнеевĕрлĕ те интереслĕ паллаштарчĕç. Участниксен «килти ĕç» те пулнă – вĕсем шкул пурнăçĕ, хăйсем тунă ырă ĕçсемпе усăллă проектсем çинчен видеороликсем те хатĕрленĕ. Пĕр-пĕрин ĕçне пăхса паллашма тĕрлĕ шкул ачисене питĕ интереслĕ пулчĕ.

Фестиваль ĕçĕ поселокри «Август» культурăпа кану паркĕнче тĕрлĕрен мастер-классемпе, вăйă-ташăсемпе, викторинăсемпе тăсăлчĕ. Ун еннелле стройпа, юрăсемпе утнă май ачасем Астăвăм скверĕнче чарăну турĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата ытти хирĕçтăрусенче тăнăçлăха хÿтĕлесе пурнăçĕсене панисене хисеп туса палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Паркра вара ачасем оригами мелĕпе илемлĕ кÿлепесем ăсталарĕç, хăшĕсем илемлĕ тăшă хусканăвĕсене вĕренчĕç, робототехникăпа кăсăкланакансен те юратнă ĕçĕпе аппаланма май пулчĕ... Чăннипех те ачасемшĕн усăллă та кăмăла çĕклекен уяв. Çапах та чи хакли вара – унта тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ шкулсенчи вĕренекенсем тантăшĕсемпе паллашма, хутшăнма, çĕнĕ туссем тупма май пулни.

Хăйсен уявĕнче ачасем парнесĕр те юлмарĕç. Çак кун вĕсене район Пухăвĕн депутачĕсем савăнтарчĕç. Вĕсен ятĕнчен кашни ачах пылак çимĕçе – мороженăя – тивĕçрĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика