Хаяр чир-чĕртен сыхланса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2022, 16:05 Просмотров: 930

Район администрацийĕн залĕнче санитари сыхлавĕпе тивĕçтерес тата эпидемипе кĕрешес енĕпе тимлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов ертсе пычĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов та хутшăнчĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри – Вăрнар тăрăхне холера кĕресрен тата сарăласран кирлĕ мерăсем йышăнасси – пулчĕ.

Холера – хăвăрт аталанакан хăрушă инфекци. Вăл коронавирусран та хаяртарах. Вăхăтра сипленмесен этем пурнăçĕ кĕске вăхăтрах татăлма пултарать. Çивĕч ыйтупа Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Кузьмин тата район тĕп больницин инфекционисчĕ Надежда Николаева тухса калаçрĕç. Кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Паянхи кун, паллах, эпидеми лару-тăрăвĕ йĕркеллех. Анчах та ют çĕршывсенче çулçÿревре пулнă ентешсем тата республикăна килекен мигрантсем хаяр амака илсе кĕрес хăрушлăх пур. Вăрнар ен территорине санитари тĕлĕшĕнчен сыхлас енĕпе ирттерекен мероприятисен Комплекслă планне тÿрлетÿсем кĕртрĕç. Холерăпа кĕрешме яваплă пур учрежденин хатĕр пулмаллине çирĕплетрĕç. Ун пек эпидеми лару-тăрăвĕнче Калининăри шкул-интернат çумĕнче обсерватори уçма май пуррине палăртрĕç.

Район тĕп больници çивĕч ыйтăва куçран вĕçертмест, инфекци уйрăмĕ пациентсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме епле хатĕрленни пирки Надежда Ефимовна тĕплĕн каласа пачĕ.

Ларура сăвăс çыртнипе çыхăннă чиртен – энцефалитран – профилактика ирттермелли çинчен те калаçрĕç. Кăçал районта 15 шкул территорине ятарлă им-çам сирпĕтнĕ, поселокри кану паркне те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.

Тасалăх та тĕпре пулмалла. Çÿп-çап куписен тĕлли-паллисĕр выртмалла мар. Контейнерсен те тулли ларас çук. Йăлари хытă каяшсене   пухса илсе тухас, тирпейлес енĕпе ĕçсене вăйлатмалла тесе палăртрĕç. Паллах, пĕлтерĕшлĕ мероприятишĕн вырăнти администрацисем яваплă.

Ачасен апатланăвĕ тата канăвĕ пирки Денис Трофимов каласа пачĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика