Яланах районшăн ĕçленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2022, 11:54 Просмотров: 426

Юратнă район манран 10 çул кăна аслăрах, хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Тăван поселокра 33 çул ĕçлесе пурăнтăм, кампа кăна тĕл пулса калаçма тÿр килмен пулĕ.

Эпĕ вăй хума пуçланă чухне 11 пин çын пурăнатчĕ поселокра. Пĕр çын та ĕçсĕр ларман, никам никама ăмсанман, пĕрне-пĕри улталас шухăш пулман. Халĕ укçа пĕрремĕш вырăна тухрĕ те çын пăсăлчĕ, ахăртнех, пилĕк авмасăрах пысăк тупăш илесшĕн.

Пурнăç мана мĕн ачаран йывăр ĕçе хăнăхтарнă. 9 çулта ĕçлеме пуçланă та паянхи кун та алран каймасть. Кам каласан ĕненĕ-ха – эпĕ хам ĕмĕрте, тĕпрен кил-çурт çĕнетес тесе, 350 кубла метр вăрман хамах касса хатĕрленĕ. 16 çулта платникре тăрăшма пуçласан салтака кайиччен 16 пÿрт тунă, мĕн чухлĕ пăчкă çурнă. 100 кг таякан тырă миххисене çăмăллăнах йăтнă, çĕрле ыйхăран вăранса хĕллехи сивĕ кун вăрман турттарма тухса каяттăмăр. Институтра вĕреннĕ чухне санитарта, медбратра тимленĕ. Занятисем хыççăн цемент вакунĕсем пушатнă.

Пурнăç çулĕ самаях утма вĕрентрĕ пире, вăрçă ачисене. Эпир патшалăхран нимĕн те тархасламастпăр, сăлтавĕ те çук. Хаяр вăрçă çулĕсем тÿсĕмлĕхе, чăтăмлăха вĕрентнĕ.

Вăрнар поселокĕн Советски урамĕ ытларах асра: ун тăрăх йăлтах йывăç çуртсемччĕ. 3-мĕш столовăйпа хирĕç пĕр пĕчĕк çурт ларатчĕ. Унта район прокурорĕ Иван Иванович Иванов çемйипе пурăнатчĕ, кайран ăна Владимир Кузьмич Бизяева пачĕç. Халĕ вара унта редакци çурчĕ вырнаçнă.

«Огонек» ресторан патне çитиччен чусран сарнă тротуарччĕ, чусĕсем уйрăлса пĕтнипе çакланса такăнтаратчĕç. Ĕлĕкхи икĕ хутлă культура çурчĕ вырăнĕнче халĕ 5 хутлă çурт.

Район пуçлăхĕсемпе калаçма та, ĕçлеме те сахал мар тÿр килчĕ. Пĕрре А.В.Емельянов Министрсен Канашĕн Председательне Зайцева илсе пычĕ: «Кăтартăр-ха хăвăра, пулăшу парăр Михаил Васильевича, сывлаймасть!» – терĕ. Дмитрий Лукичпа пăхрăмăр та – пырĕнче абцесс. «Эсĕ çамрăк, подальше от царей – голова будет целей. Иди! Займись!» – тесе хучĕ. Зайцевран тав сăмахĕ илтсе юлтăм эпĕ те, килĕшсессĕн Шупашкара куçма пулăшма та сăмах пачĕ вăл. Романов, Купчиков, Малов, Узюков, ыттисем те Вăрнар поселокĕн илемĕшĕн сахал мар тăрăшрĕç. Хими завочĕн директорĕ Никитин мĕне тăрать! Ман патра Англи çынни хăнара пулса курчĕ.

Хăй вăхăтĕнче вăрăм пурнăç çулĕпе ăçта кăна çитсе курмарăм пулĕ. 22 талăк силленсе пынă хыççăн салтак службине Сахалин утравне çитрĕм, Лăпкă океан шывĕнче ишсе куртăм, Байкал кÿллине кĕрсе ун шывне те тутанса пăхрăм. Тем пекех пысăк тав хамăн пĕрремĕш учителе Ефремована, Анна Александровна Чаркована, Мария Марковна Макарована (иккĕшĕ те вăрçă участникĕсем), Хапăсри, Калининăри вăтам шкул учителĕсене, Хусанти медицина институчĕн профессорĕсене вĕрентсе ура çине çирĕп тăма пулăшнăшăн.

82 салтак вăрçă хирĕнчен таврăнчĕç, тăваттăшĕ алсăр, иккĕшĕ урасăр. Анчах вĕсем пĕри те ĕçрен пăрăнман. Вăрçа пула юхăннă хуçалăха çанă тавăрсах ура çине тăратрĕç. Пире этем пулма пиллерĕç. Авруй лесничествин лесничине Петр Николаевич Николаева, Мăшавăш лесничине Федор Семенович Кошмаровпа Роберт Алексеевич Ванина, Пăртас колхоз председательне Александр Иванович Грибова, Пылина, Афанасьева ырă сăмахпа кăна асăнатăп.

Пурнăç çулĕ çине тăма пулăшаканĕ вăл – чи çывăххи, чи хакли – тăван анне. 40 çул вăл пурнăçран уйрăлни, унăн пархатарлă сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех.

Пĕрле ĕçленĕ тухтăрсенчен 53-шĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Анчах вĕсем пурте асăмăртах.

Кил-çурт çавăрнă, сад çитĕнтернĕ, 63 çул арăмпа пĕр çемьере, ача-пăча ÿстернĕ, ура çине тăратса çын тунă. Шăпашăн кулянмалли çук. Карьера тăвассишĕн пĕр çынна та таптаман, пурне те пулăшма тăрăшнă. Паянхи таса хĕвеллĕ тÿпен тивĕçĕ манра та пурах.

Тăван район аталантăр, малалла уттăр, ăна телей кăна сунатăп.

85 çулти пенсионер В.КОЖАНОВ.

Мăньял Хапăс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика