Хамăр ентешсемшĕн сассăрсене ан хĕрхенĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2022, 11:55 Просмотров: 754

Кăçал Чăваш енре «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс иккĕмĕш хут иртет. Ăна йĕркелекенĕ – Чăваш енри Хĕрарăмсен канашĕ тата «Пĕрле» аталану фончĕ.

Конкурса Вăрнар районĕнчи маттур та пултаруллă хĕрарăмсем хальхинче те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсен ĕç-хĕлне, çемье пурнăçне, кăсăкланăвне сăнлакан видеопрезентацисем хатĕрленĕ ĕнтĕ. Роликсене Чăваш Республикин халăх контролĕн порталĕнче сасăлава вырнаçтарнă.

Вĕсем – «Химик» спорт клубĕн фитнес-тренерĕ Зинаида Ижелеева, вăл «Вперед к здоровью» номинацире тупăшать. Тепĕр виçĕ конкурсанчĕ – Ярмушка шкулĕнчи ИЗО, технологи тата музыка учителĕ Любовь Максимова, Пăртасри ял библиотекин библиотекарĕ Ольга Иванова тата Хирпуçĕнчи ял библиотекин библиотекарĕ Надежда Михайлова – «К знаниям без барьеров» номинацире. Кашниех хăйĕн ĕçĕнче пуçарупа, пултарулăхпа палăраççĕ, хăйсем те, вĕсен воспитанникĕсем те тĕрлĕ конкурссенче мала тухаççĕ. Вĕсем çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитании парас ĕçе çав тери пысăк тÿпе хываççĕ. Çавăнпах çĕнтерме тивĕç!

Хаклă туссемĕр! Хамăр ентешсемшĕн сассăрсене ан хĕрхенĕр! Вĕсене çĕнтерме пулăшар! Сасăлав июнĕн 16-мĕшĕччен пырать. Çак ссылкăсемпе кĕмелле: https://nk.cap.ru/poll/138 тата http://chwom.rchuv.ru/.

Конкурса пĕтĕмпе 415 хĕрарăм хутшăнать. Сасăлав меллĕрех пултăр тесе вĕсен ячĕсене кашни номинацирех алфавитпа вырнаçтарнă.

Çĕнтерÿçĕсене савăнăçлă лару-тăрура июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче чыслĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика