Шулĕксем «çывăрмаççĕ»...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2022, 09:33 Просмотров: 448

Мушенниксем пирĕнтен укçа хăйпăтас тесе мĕн тĕрлĕ ултав шутласа кăлармаççĕ пулĕ. Çынсем мĕнпе кăсăкланаççĕ, сутаççĕ-туянаççĕ-и, е обществăра мĕн пулса иртет – пĕтĕмпех хăйсене тупăшлă усă курма тăрăшаççĕ.

Вут-çулăмран асăрханса юлашки вăхăтра кил-çуртсенче пушар извещателĕсем вырнаçтарасси анлă сарăлчĕ. Ку ĕçе ятарлă службăсем йĕркелесе ирттереççĕ. Анчах шулĕксем те «çывăрмаççĕ»: МЧС сотрудникĕсен ячĕпе çынсем патне килĕрен çÿреççĕ иккен вĕсем. Хуçисене извещательсем туянма сĕнеççĕ, анчах чăн хакĕпе мар – вуншар хут хăпартса. Çуртра е хваттерте ку хатĕр пулмасан пысăк штраф тÿлемелле тесе хăратаççĕ – çавăнпа ĕненеççĕ те ултавçăсене çынсем.

Тĕрĕссипе, мушенниксен фантазийĕ питĕ пуян: хваттерти вентиляцие тĕрĕслеме сĕнеççĕ, электропроводкăпа газ оборудованине пăхма шантараççĕ, балкон е лоджисем пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтереççĕ-и – ăна та хаклама хатĕр. Çав вăхăтрах суйса-арпаштарса автономлă пушар извещателĕсене те тыттарса хăвараççĕ. Пенсионерсене 50 процентлă çăмăллăхпа имĕш: 3 пин вырăнне 1500 тенкĕпе кăна. Анчах хăйсене МЧС сотрудникĕ текен сутуçăсен приборĕсем чи йÿннисем – вĕсене 200–300 тенкĕпе те туянма пулать иккен. Тепĕр тесен, çак приборсем çине сертификатсем пур-ши, ĕçлекенскерсемех-ши – çакă та шиклентерет.

Раççей МЧС-ĕ асăрхаттарать: ведомство сотрудникĕсем кунашкал техника продукцине сутассипе те, кирек мĕнле коммерцилле ĕç-хĕлпе те тимлемеççĕ. Рейдсемпе тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вĕсем яланах формăпа, служба удостоверенине кăтартаççĕ, инструктаж ирттереççĕ, оперативлă лару-тăру çинчен пĕлтереççĕ, асăрхаттаруллă памяткăсем те сарма пултараççĕ. Калаçу ытларах чухне алăк умĕнче иртет – сотрудник кил-çурта кĕмест. Сăмах май, социаллă йывăр лару-тăрури граждансен, нумай ачаллă çемьесен килĕсенче пушар извещателĕсене республика тата федераллă программăсемпе тÿлевсĕр лартса параççĕ.

Тĕрĕссипе, сирĕн алăк умĕнче «кĕтмен хăнасем» тăни – яланах сисчĕвленмелли сăлтав. Кам вăл, ырăпа-и, усалпа килнĕ-и – тимлĕхе нихăçан та ан çухатăр. Темтепĕр сутакансене, йÿнĕпе илĕртекенсене, мĕн те пулин шантаракансене ан ĕненĕр – ултавçăсен чеелĕхне ан çакланăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика