Акатуйĕ кĕр! кĕрлерĕ – Çĕр çыннин ятне çĕклерĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2022, 09:33 Просмотров: 417

Акатуй – çĕр ĕçченĕсен чи аслă та хаваслă уявĕ. Кăçал та ăна анлăн паллă турĕç. Ял хуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансем, пурне те çăкăр çитерекенсем, пысăк чыс-сума тивĕçрĕç, ытти ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакансем те хисепре пулчĕç. Кăçал уява Мухтавлă ентешсен тата Халăхăн культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Вăрнар районĕн 95 çулхи юбилейне халалларĕç. Акатуя районти культура ĕçченĕсем йыхравларĕç. Вĕсем поселокăн тĕп площадĕнче пухăнса «Август» парка çити юрăсем шăрантарса утрĕç. Шестви пуçĕнче район ертÿлĕхĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пычĕç.

Сĕтелĕсем тулăх, йăлисем паха

Çулран-çул ял поселенийĕсем хăйсен картишĕсене пуянрах та кăсăклăрах йĕркелеме тăрăшаççĕ. Сĕтелĕсем чăваш апат-çимĕçĕпе авăнса тăраççĕ. Чăкăчĕ, хуплăвĕ, кукăль-икерчи, шăрттанĕ, ăшаланă сысна çури... – тутлă шăршă сăмсана кăтăклать, куç алчăрса каять.

Кашниех наци йăлине кăтартма тăрăшнă. Палаткăсем çумĕнче чĕрĕ пулăсемлĕ пĕчĕк пĕве те пур, кăкарнă путеке те, сăпкари ачана та, çава туптакана та, шăхлич калакана та... курма май пулчĕ. Кашни картиш умĕнче юрă-кĕвĕ тыткăнларĕ.

Палаткисем тата;! Чăваш тĕррисемлĕ алшăллисемпе, сăмса тутрисемпе, кавирсемпе тыткăнлаççĕ. Чăннипех те пуян-çке чăваш халăхĕн ал ăсталăхĕн пултарулăхĕ. Çыхнă япалисем тата; Мăн Хирлепри Эльвира Гурьеван тата Кăмпалти Зоя Петрован çемçе теттисем ачасене çеç мар, аслисене те илĕртрĕç.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕсем вара пуканесене сиплĕ те тутлă шăршăллă курăксенчен ăсталама вĕрентрĕç. Çĕрпелти Надежда Андреева та сувенирсем ăсталас мастер-класа хутшăнма йыхравларĕ.

Пирĕн район мухтавлă ентешсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Поселени стенчĕсем чылай паллă çынпа паллашма май пачĕç. Малти-ишексен палаткинче вара Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă, тĕнчипе палăрнă ÿнерçĕпе Праски Виттипе кашниех калаçма пултарчĕ. Художник халĕ çуралнă ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе вĕсем кашни Акатуя хутшăнни мăнаçлантарать.

Хăнасене авалхи рецептпа пĕçернĕ çăкăра, чăваш сăрине астивме сĕнчĕç. Конкурс хыççăн наци апатне кашниех тутанса пăхма пултарчĕ.

Пысăк технологисен ĕмĕрĕпе вăрнарсем те тан пынине IT-Куб, Санарпуçĕнчи агрокласс тата ача-пăча пултарулăх çурчĕ хăйсем ăсталанă роботсем, 3-D изделисем, агрегатсем урлă кăтартрĕç. Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, вăрнарсен Акатуйне хутшăннă май, вĕсемпе уйрăмах тимлесе паллашрĕ.

Хăнасен йышĕнче çак кун çавăн пекех Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, Красноармейски территори органĕн пай пуçлăхĕ Алексей Степанов та пулчĕç. Вĕсене район ертÿлĕхĕ Владимир Яковлев тата Андрей Тихонов йышăнса ертсе çÿрерĕç.

 

Маттуррисене – наградăсем

Çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченĕсене такăнтарма пулчĕç пулин те, аграрисем çурхи ĕçсене вĕçлерĕç. Экономикăн ытти сферинче тимлекенсем те лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çавăнпах-тăр уяв сцени çине награда илме тухакансем те йышлă пулчĕç.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн коллективĕ те мухтанать. Унăн ĕçченĕ Елена Порфирьева редактор пичет ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илчĕ. Паллăна ун кăкăрĕ çине Вячеслав Борисов çакса ячĕ.

Агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО-н сысна комплексĕн директорĕ Иван Федоров, техник-осеменаторĕ Надежда Емельянова, операторĕ Мария Большакова, выльăх-чĕрлĕх комплексĕн доярки Лия Зайцева, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăн аш-какай деликатесĕсене хатĕрлекен Раиса Волкова, выльăх пусакан цех ĕçченĕ Александр Дмитриев, «Санары» агрофирма склачĕн ертÿçи Ольга Плешкова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илчĕç.

Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем: Владислав Попов – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО директорĕ тата Олег Корнилов – обществăн грузчикĕ, Елена Голубцова – Çĕрпел ял поселенийĕн çар-учет ĕçченĕ, Наталия Давыдова – Санарпуç ял поселенийĕн тĕп специалист-эксперчĕ. Тав хутне илнисем: Татьяна Петрова – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕ, Лариса Сергеева – район администрацийĕн бухгалтери ĕçченĕ, Марина Степанова – райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методпÿлĕм заведующийĕ, Сергей Мурашов – «Вурнары Завод СОМ» машинисчĕ.

Çавăн пекех Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакан Любовь Васильевана Чăваш ен Патшалăх Канашĕн председателĕн Тавĕпе чысларĕç.

Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Игорь Егоров Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Депутатсен район Пухăвĕн депутатне Станислав Афанасьева, «Мураты» ЯХПК водительне Юрий Васильева, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн трактористне Александр Григорьева, ĕнесем сăвакан операторне Ирина Григорьевана, райадминистрацин йĕркелÿ ĕçĕсен секторĕн тĕп специалист-экспертне Алина Иванована район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Тав хучĕпе – 19 çынна.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн Хисеп грамотисем те пулчĕç. Вĕсене Калинино райповĕн ĕçченĕсем Надежда Прокопьева фармацевт тата Валерий Григорьев водитель илчĕç.

Уй-хир тĕрĕслевĕн çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Çĕр ĕçне пысăк пахалăхпа туса пынăшăн «Мураты» хуçалăх, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО тата «Санары» агрофирма ертÿçисем Геннадий Спиридонов, Николай Аливанов тата Андрей Петров дипломсене тивĕçрĕç.

Награда илнисене пурне те «Единая Россия» партин парнисене пачĕç.

 

Канчĕç, савăнчĕç

«Август» Фирмăн кану паркĕнче пур çĕрте те савăнăçлă кĕвĕ-çемĕ илтĕнсе тăчĕ. Пултарулăх коллективĕсем пĕринчен пĕри маттур пулчĕç. Упнер ял тăрăхĕнче пурăнакан çемье, акă, Александр Арсентьев юрăç юрланине ятарласа курма килнине çирĕплетрĕ. Акатуйра тата шăхличĕн янăравлă сасси те кăмăла çĕклерĕ. Шупашкар районĕнчи маçтăрăн ĕçĕсем тĕрлĕ ÿсĕмрисене илĕртрĕç, шăхличсене хапăлласах туянчĕç. Çĕр ĕçченĕсен уявĕнче чăвашсен паллă çыравçи, поэтесси тата журналисчĕ Альбина Юрату та пулчĕ. Унăн кĕнекисемпе праçнике килнисем кăмăлпа паллашрĕç. Ачапча аттракционсенче савăнчĕ.

Орлик ятлă пони те шăпăрлансен кăмăлне çĕклерĕ. Кашниех ăна курма васкарĕ. Орлик хăйĕн хуçине питĕ юратать. Хапăсри Кирилл Крылов хушнине йăлтах итлет. Арçын ача пони ырă чĕрчун пулнине каларĕ.

Суту-илÿ точкисем хастар ĕçлерĕç. Акатуя килнисене техĕмлĕ шÿрпепе, шашлăкпа тата ытти апат-çимĕçпе сăйларĕç. Вăрнар ен ал ăстийĕсем мастер-классем ирттерчĕç. Уявра спорт мероприятийĕсем те анлăн пычĕç. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ куракансене нумаййăн пухрĕ. Чи маттуррисем пьедесталăн çÿллĕ картлашкисем çине хăпарма тивĕçрĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика