Пилĕк хваттере çаратнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2018, 14:57 Просмотров: 357

Пĕр кунта пилĕк хваттерте тустарма ĕлкĕрнĕ пĕр «пултаруллă» вăрă. Тăр кăнтăр кунĕнчех çапла пуçтахланнă вăл. Сăмах пĕлтĕр октябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрнарта пулнă киревсĕр ĕçсем пирки пырать. Темиçе çыннăн пурлăхне çаратаканĕ – ниçта ĕçлемен, пĕрмаях пурăнмалли вырăн çук 61-ри В.Иванов.

Ку преступление тăвиччен уйăх маларах, сентябрьте кăна, колони-поселенирен тухнă хăй. Вăрнар районĕн 1-мĕш суд участокĕн миравай судйин йышăнăвĕпе ăна пĕлтĕр икĕ хутчен те айăпланă. Пĕрремĕшĕнче – обязательнăй майпа 280 сехет ĕçлеттермелле, иккĕмĕшĕнче – 35 кунлăха ирĕкрен хăтарса.

Анчах, куратпăр, арçыннăн юсанас шухăшĕ пачах пулман. Октябрĕн 20-мĕшĕнче вăл ют пурлăха вăрлас шухăшпах К.Маркс урамĕнчи 53-мĕш çурта килнĕ. Ку икĕ хутлă çуртра харăсах пилĕк хваттере саккунсăр майпа кĕнĕ. Икĕ тĕслĕхĕнче хваттер алăкĕсене питĕрменни унăн вăрттăн «ĕçне» çăмăллатнă. Ытти хваттерсене арçын алăка кĕлеткипе çапса кăларса е çăрасене пуртăпа аркатса кĕме май тупнă.  Ăçта чукун плита, кăмакан чукун алăкĕсене, ăçта газ плитин конфоркисене тата ытти вак-тĕвек япаласене илсе тухнă. Юлашки хваттерте кăна ытларах «ăнăçнă» – кунтан вăл икĕ мăшăр кроссовки (6 пин тенкĕлĕх) тата 2 пин тенкĕ тăракан акустика системине йăкăртнă.

Ĕçлеме юратман арçын халĕ айăплава пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерет. Вăрнар район сучĕ В.Иванова çулталăклăх юсанма яма йышăннă.

Дмитрий МИХАЙЛОВ,

полицин «Вурнарский» пайĕн аслă следователĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика