Ĕç саккунĕсене пăснă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2018, 14:57 Просмотров: 416

Вăрнар район прокуратури «Кольцовка» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăра ĕç тÿлевĕпе çыхăннă саккунсене пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавна май обществăра тимлекенсене ĕçшĕн тÿлемелли вăхăта пăснине палăртнă.

Сăмахран, тÿлевсене кунта уйăхра пĕрре кăна пурнăçланă. РФ Конституцийĕн 37-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе, РФ Ĕç кодексĕн 136-мĕш статйин 6-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, ĕç укçине кашни çур уйăхран сайра мар памалла.

Организацин работниксен ĕç тÿлевĕ çинчен калакан положенине те саккунсăр норма кĕртнĕ, унта ĕç укçине уйăхра пĕрре кăна памаллине çырса хăварнă.

Çак çитменлĕхсене кура тулли мар яваплă общество ертÿçи тĕлĕшпе РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 6-мĕш пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Саккуна пăснине пĕтерме хушса ун ячĕпе представлени те тăратнă.

Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн йышăнăвĕпе (вăл саккунлă вăя кĕмен) «Кольцовка» Агрофирма» общество генеральнăй директорне 10 пин тенкĕ штраф хунă.

Е.ДМИТРИЕВА,

Вăрнар район прокурорĕн аслă помощникĕ

юстици советникĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика