Хăрушсăрлăх та çÿллĕ шайра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2022, 08:25 Просмотров: 282

Тĕлĕнмелле чаплă, хăватлă... Çулăмла энерги, илемлĕ сăрăсен фейерверкĕ, нихçан манăçми парне... – «Раççей юррисем» фестиваль вăхăтĕнче те, ун хыççăн та чылай хушă поселокăн тĕп площадĕнче хĕрÿллĕ те çĕкленÿллĕ сăмахсем кăна илтĕнчĕç. Çĕршыв шайĕнчи «çăлтăрсем» сайра çитекен яллă тăрăхшăн ку чăннипех те паллă пулăм.

Фестиваль йĕркипе Чăваш енре куçса çÿрекен концерт Вăрнар çĕрĕ çинче 3 пин ытла çынна пухрĕ – поселокăн тĕп площадĕ те, унпа пĕрлешекен урамсем те халăхпа лăк туллиех тулчĕç. Халăх артисткин Надежда Бабкинан, «Русская песня» ансамблĕн тата çĕршыври тĕрлĕ халăхсен коллективĕсен пултарулăхĕпе киленме ентешсем кăна мар, кÿршĕ районсенчен те хăнасем килсе çитрĕç.

Фестиваль участникĕсем те, куракансем те йышлă пулнăран вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине çирĕп тимлĕхе илнĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç полицин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем çине ытларах тиенчĕ ĕнтĕ – йĕрке хуралçисем çак кун уйрăм режимпа ĕçлерĕç. Мероприяти вырăнне вĕсем иртенпех хурала илнĕ, кунта тĕрĕслевсем ирттернĕ.

Çынсем нумаййăн пухăнакан вырăнсенче яланах асăрханулăх кирлĕ. Çавăнпа та куракансене концерта металлодетекторлă тĕрĕслев пункчĕсем урлă кĕртессине йĕркелерĕç. Тен, чăрмавлă, анчах паянхи кун кирлĕ мерăсене пуриншĕн те хăрушлăх кăларакан киревсĕр ĕçсене асăрхаттарас тĕллевпе йышăннă. Тĕрĕссипе вара, полици сотрудникĕсем мероприяти тăршшĕпех – тĕп площадь пушанса юличченех – обществăлла йĕркелĕх хуралĕнче сыхă тăчĕç.

Хÿтлĕхе тивĕçтерессинче халăх дружинникĕсен ĕçне те палăртмалла. Вĕсем йĕрке хуралçисен шанчăклă пулăшуçисем пулса тăчĕç. Хăрушсăрлăх хуралне çавăн пекех пушарпа çăлав тата медицина службисем те хутшăнчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика