Мĕншĕн яллă вырăнсем-ха?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2022, 08:25 Просмотров: 298

Чăваш ен «Песни России» 16-мĕш фестиваль-марафона йышăнчĕ. Творчество маршручĕ пирĕн района та выртни уйрăмах кăмăлсене çĕклерĕ. Пысăк мар поселокшăн кун пек масштаблă артист килни – пысăк мăнаçлăх.

Надежда Бабкина хăйĕн «Русская песня» ушкăнĕпе Чăваш енре пĕрре мар пулнă. Анчах та ку марафон мĕнпе уйрăлса тăрать-ха тата фестиваль валли мĕншĕн яллă вырăнсене суйласа илнĕ? Çак ыйтусене çăлтăрлă артиста пама май пулчĕ.

– Фестиваль çĕршыв тăрăх 16-мĕш хут тухрĕ. 16 çул тĕрлĕ регионсене çитетпĕр. Тĕрлĕ наци çыннисем пурăнакан, тĕрлĕ йăласене пăхăнакан вырăнсене. Фестиваль çĕршывăн генетика фонне çирĕплетме май парать. Тĕрлĕ çипуç, тĕрлĕ диалект, тĕрлĕ юрăсем, тĕрлĕ çанталăк – пысăк хуласем çеç мар, ялсемпе район центрĕсем те: эпир унччен пулман вырăнсене çитме калаçса татăлтăмăр.

Пăхăр-ха, мĕнлерех атмосфера кунта! Сцена умĕнче флешмоб пырать, çынсем вăйă картине тăраççĕ. Пирĕнпе пĕрле паян 100-е яхăн профессионаллă артист килсе çитнĕ. Вырăнти коллективсене пуçтарасси те йăлара: ачасенне те, аслисенне те. Пурте вăйлă. Кашниех хăйĕн ăсталăхне, культурине кăтартма тăрăшать. Çакă чи пĕлтерĕшли – вĕсене профессионалсемпе юнашар пулма май туса пани. Ку – чун уявĕ. Çавăнпа та кунта пыракан пулăмсем яланах ăнăçлă пулса тухаççĕ. Концертсене çын нумай килет. Çакă та аван.

Мĕншĕн яллă вырăнсем-ха? Уçă сцена çинче юрласси – пачах та урăх, ырă япала. Залсене çын сахал кĕрет. Кунта вара – пиншер çын пухăнаять, – терĕ Надежда Георгиевна.

«Песни России» фестиваль вунултă çулта çĕршыври 63 регионта, 8 федераци округĕнче пулнă. 826 фестиваль йĕркеленĕ. 130 ытла мастер-класс ирттернĕ. Фестивале 1500 ытла профессионаллă артист тата 13 пине яхăн художество пултарулăх участникĕсем хутшăннă.

Сăмах май, çак тапхăрта юрă уявне федераллă тата регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен 770 представителĕ çутатнă. Ку йыша кăçал Вăрнар районĕнчи «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн журналисчĕсем те кĕчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика