Надежда Бабкина вăрнарсене ырă кăмăл-туйăм парнелерĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2022, 08:26 Просмотров: 365

Ытларикун Вăрнар Пĕтĕм Раççейри «Песни России» фестиваль-марафонăн тĕп сцени пулса тăчĕ. Пултарулăх десантне çĕршывăн халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пычĕ. Вăл сцена çине тухасса пиншер çын чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Поселокăн тĕп площачĕ халăхпа лăк тулчĕ. Юрă уявне мĕнпур ÿсĕмри çын йышлă хутшăнчĕ.

Раççей халăх артисткине Вăрнар çĕрĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов чечек çыххипе кĕтсе илчĕ. Çав вăхăтра «Русская песня» ансамблĕн пултарулăх ушкăнĕ вăрнарсене флешмоба йыхравларĕ. Пухăннисем вĕсем йĕркеленĕ авалхи вăйăсене хастар хутшăнчĕç, чунтан савăнчĕç.

Ак кĕтнĕ самант та çитрĕ. Концерт пуçламăшĕнченех чĕресене чаплăлăхĕпе, масштабĕпе туллин тыткăнларĕ. Надежда Бабкинан «чĕртекен» юрри халăх творчествин атмосферине кĕрсе ÿкме май пачĕ.

– Хаклă туссемĕр, паян эсир халăх традицийĕсен тĕрлĕ енне, йăласен ăслăлăхне курма пултарăр. Сирĕнпе тĕл пулма хавас, эсир пулмасан фестиваль те пулмĕччĕ, – саламларĕ вăрнарсемпе ун хăнисене Надежда Бабкина.

Сцена çинче тĕлĕнмелле чаплă пултарулăх пурнăçĕ пуçланчĕ. Вăл çĕршыври тĕрлĕ регионсен наци культурине уçса пачĕ. «Живая планета» шоу-балет, «После 11», «Сибирский калейдоскоп», «Россияне», «Братья Бондаренко» ушкăнсем, Анна Кузьмищева, Евгений Гор, Юлияна Кривошапкина, Азамат Алакаев çăлтăрлă солистсем те куракансен чĕрисене савăнăçпа тултарчĕç. Чунсене хăпартлантаракан юрăсем, тĕлĕнмелле хитре ташăсем, хусканăвĕсем, тумĕсем, сăнĕсем... – кашни номер колоритпа, кăсăклăхпа уйрăлса тăчĕ.

Çăлтăрлă артистсемпе пĕрле сцена çине Вăрнар тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те тухрĕç: Вăрнарти 2-мĕш шкулти «Çăлтăрчăк», «Санар», «Шурăмпуç» фольклор коллективĕсем тата «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ.

– Пире Надежда Бабкинăпа тата чапа тухнă «Русская песня» ансамбльпе пĕр сцена çине тухма шаннăшăн эпир савăнатпăр тата мăнаçланатпăр. Вĕсем пирĕншĕн – пысăк ăсталăх тĕслĕхĕ, эпир вĕсем пек пулма тăрăшатпăр, – пĕлтерчĕç «Çăлтăрчăк» ушкăн ертÿçисем Ольга Николаева тата Вероника Дмитриева.

Надежда Бабкина концерчĕ çак кун 3 пин ытла çынна пуçтарчĕ. Артистсемпе пĕрле пурте юрларĕç, ташларĕç, чĕререн савăнчĕç. Юнашар Элĕк тата Йĕпреç районĕсенчен хăнасем чылаййăн килсе çитрĕç.

Районта пурăнакансем концертпа çав тери кăмăллă юлни палăрчĕ. «Питĕ чаплă шоу. Надежда Бабкина – шухă та хастар артистка», – терĕç куракансем, ăна нумайччен тăвăллăн алă çупса тав туса.

– Пĕтĕм район халăхĕ ячĕпе сире вăйлă концертшăн, кăмăлсен хăпартланăвĕшĕн чĕререн тав тăватăп, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов Надежда Бабкинана тата тепĕр чечек çыххи парнелесе.

Район Пухăвĕн депутачĕ – «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество пуçлăхĕ Рифкат Киметов та паллă артисткăна розăсем парнелерĕ. Чечек çыххи «Единая Россия» парти ятĕнчен пулчĕ.

Сăмах май, «Песни России» фестиваль-марафон – «Единая Россия» партипе «Фонд поддержки деятелей культуры» организацин пĕрлехи проекчĕ.

Финалта çĕршыв шайĕнчи артистсене уйрăмах тăвăллăн алă çупса тав турĕç. «Маттурсем!» – тесе кăшкăрни чылайччен илтĕнсе тăчĕ. Социаллă сетьсенче нумайăшĕ концерт пирки хăпартланса çырчĕ% «Çакăн пек уявсем ытларах пулсан аванччĕ», «Питĕ чаплă концерт!»...

Надежда Бабкина ертсе пыракан юрă уявĕ республика хулисемпе ялĕсем тăрăх малалла куçать. Вăрнар хыççăн фестивале Çĕрпÿ хули, Хĕрлĕ Чутай сали, Кÿкеç поселокĕ тата Куславкка хули йышăнчĕç. Пирĕнччен маларах артистсем Çĕнĕ Шупашкарта, Комсомольскинче, Шупашкарта, Патăрьелĕнче тата Тăвайра пулнă.

Раççей халăх артисткине Надежда Бабкинана Вăрнарта кĕтсе илме тивĕçлĕ хатĕрленчĕç. Кашни самантне шута хучĕç% вĕсене кĕтсе илесси, вырнаçтарасси, апатлантарасси, ăсатса ярасси. Йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса парассине район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов хăй хутшăнчĕ.

Кирлĕ-и çакăн пек мероприятисем? Паллах! Вĕсем наци культурине ÿстерме, хаклама пулăшаççĕ...

Шел, пĕтĕм сăнÿкерчĕке хаçата кĕртме май çук, вĕсене хаçат сайтĕнче пăхма пултаратăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика