Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

Икĕ район утарçисем канашларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2018, 15:02 Просмотров: 317

Вăрнарпа Элĕк районĕсенче пыл хурчĕ ĕрчетекенсем сахал мар, вĕсем вĕлле йышне ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетме нумай вăй хумалла. Хăшпĕр чухне ăстасем пĕлменни-ăнланманни те сиксе тухма пултарать. Утарçăсем пĕрле пухăнса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явни вара ĕç вăрттăнлăхĕпе ытларах паллашма май парать. Çакна шута илсе икĕ район утарçисем Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче канашларĕç.

Семинар-канашлăва пухăннисем умĕнче малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов тухса каларĕ, паянхи кун районта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи ăнăçлăн пурнăçланса пынине, ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, вĕренÿ тытăмĕнче тата ытти отрасльте ÿсĕмсем пуррине палăртрĕ.

Республикăри хурт-хăмăр ĕçĕн агентствин директорĕ Геннадий Максимов отрасльти çĕнĕлĕхсемпе, хуртсене уйрăмах хăрушă чиртен – варроатозран – сыхласси çинчен каласа кăтартрĕ. Пыл туса илесси çак ĕçе чунтан парăннă çынсем çинче тытăнса тăрать. Хурт йышĕ, продукци илесси тĕнчипех çуллен чакать. Тĕрлĕ чир сарăлни, вĕсемпе кĕрешмелли препаратсен витĕмĕ вăйсăрри, утарçăсен пĕлĕвĕ пĕчĕкки тата ытти сăлтав самаях ура хурать. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем çеçкене ларакан культура сахалрах акаççĕ. Хуртсене вара вар-хырăма ĕçлеттерме нектар кирлĕ. Вăл çук чух хатĕр пыла тапăнаççĕ. Çавăн пекех сăвăсран та сыхланмалла.

Хуртсем сивве тÿсеççĕ. «Çителĕклĕ апатлантарсан чиперех хĕл каçаççĕ», – терĕ Геннадий Анатольевич. Вăл каланă тăрăх, хурт çемйисене ĕрчетес тесен пуррине упрамалла, ăратне çĕнетмелле. Хурт-хăмăр ĕрчетни ял хуçалăх культурисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Культурăсене, уйрăмах пахчаçимĕçе, лайăх шăркалантармасăр пысăк тухăç илеймĕн.

Республикăри хурт-хăмăр ĕçĕн агентствин директорĕ Г.Максимов ыйтусене те хуравларĕ, утарçăсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Владимир Матвеев пыл хурчĕсен инфекци чирĕсемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ, профилактика ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов районти хурт-хăмăр отраслĕн иртнĕ çулхи аталанăвĕ çинчен каларĕ, утарçăсем умĕнче кăçал тăракан тĕллевсене уçăмлатрĕ. Семинар-канашлура пĕр-пĕрин ĕç опытне уçса пама та май пулчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика