Ача-пăча клиники çĕнелнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2018, 15:02 Просмотров: 399

Республикăри ача-пăча клиника больницине тĕпрен юсанă хыççăн чыслăн уçнă. Объекта çĕнетме Раççей Президенчĕн резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ тăкакланă.

Палăртмалла, 2017 çулхи авăн уйăхĕнче кунта тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме 26,5 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Ăна пула 1985 çулта хута кайнă кивĕ виçĕ хутлă çурта тĕпрен улăштарма май килнĕ.

Паян сиплев учрежденийĕ калама çук илемлĕ, пÿлĕмĕсем хăтлă, медицина хатĕрĕсем çĕнелнĕ.

Сусăр çынсене те поликлиникăна килсе çÿреме аван, условисем пур. Вырăнти тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен учрежденине куллен 6 сусăр çÿрет. Пурĕ РДКБра 12 пин  ытла ача амбулаторнăй майпа сипленет, кунта 10 пин ытла операци тăваççĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа тата больницăн тĕп врачĕпе Анатолий Павловпа çĕнелнĕ поликлиникăпа кăсăкланнă, условисене курса хакланă.  Мероприятине çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, травматологи, ортопеди тата эндопротезировани енĕпе тимлекен Федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев та хутшăннă.

Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вырăнта медицина тытăмĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.

«Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен Чăваш Республикине юлашки 10 çул хушшинче 110 млн ытла укçа уйăрнă. Сахал мар, регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тирпейлесе çĕнетнĕ. Пирĕн тĕллев – халăх валли хăтлă условисем йĕркелесси. Çынсен медицина пулăшăвне ĕненмелле», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Юлашки виçĕ çулта РДКБн пурлăхпа техника базине пуянлатма 50 млн тенкĕ пĕтернĕ. Чăваш енре кăçал ача-пăча поликлиникисене çĕнетме 117 млн хушма укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Кунсăр пуçне ытти сиплев учрежденийĕсен шăписем те тимлĕхре.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика