Хаçатçăсем – шкул лагерĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2022, 09:41 Просмотров: 774

«Эх, ачалăха таврăнма май пулинччĕ... Мĕнле телейлĕ те пĕр шухăшсăр вăхăт вĕт. Çулла – кĕнеке-тетрадьсем умĕнче ларасси пирки вăхăтлăха маннă. Ир пуçласа каçченех уçă сывлăшра, тус-тантăшсем хушшинче, вăйă-кулăра... Ырăпа ăмсанмалли кăна юлать», – Хапăсри шкулта пулнă май çак шухăш мĕн тĕлпулу тăршшĕпех пуçран каймарĕ.

Каникул тахçанах пуçланнă пулин те пĕлÿ çурчĕн пÿлĕмĕсем çав-çавах ача-пăчан шавлă сассипе янăраса тăраççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнчен вĕренекенсем валли кунта канупа сывлăха çирĕплетмелли лагерь ĕçлет. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри 65 ача çÿрет. Вĕсене пур енчен те  ăннă теме юрать: çуллахи каникула интереслĕ кăна мар, сывлăхшăн усăллă та ирттереççĕ. Ачасен тунсăхлама вăхăт çук. Кану программи кунсеренех хăйнеевĕрлĕ те пуян: пултарулăхпа тавракурăма ÿстерекен мероприятисем, тавçăрулăха аталантаракан викторина-конкурссем, ÿт-пĕве тĕреклетекен спорт ăмăртăвĕсемпе вăйăсем...

Вожатăйсем кану кунĕсем пуриншĕн те савăнăçлă, асра юлмалла пулччăр, тепĕр вĕренÿ çулĕ валли çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм хушчăр тесе тăрăшаççĕ. Сăмах май, редакци ĕçченĕсем хăнана килнĕ чух та отрядсем спорт залĕнче «хаваслă стартсенче» ăмăртатчĕç. Пĕри те тепри ачасем лагере кăмăлтан çÿренине пĕлтерчĕç.

«Çĕнтерÿ çулĕ» ĕçченĕсем вара кунта ăнсăртран çитмен. Эпир те, хаçатçăсем, кăçал шкулсемпе çывăх ĕçлес, лагерь пурнăçне кăсăклăрах тума хамăрăн тÿпене хывас терĕмĕр. Ку ĕç журналист профессийĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаракан мастер-классем евĕр пурнăçланĕ. Вĕсене тĕрлĕ шкулсенче йĕркелеме палăртрăмăр. Пĕрремĕшĕ шăпах та эрнекун Хапăсра старт илчĕ. Унашкал мероприятисене халиччен ирттермен пирки ачасемшĕн çеç мар, журналистсемшĕн те вăл хăйнеевĕрлĕ çул уçакан опыт пулчĕ. Вĕренекенсем хушшинче чĕлхе туйăмĕ çивĕч, хăйсен шухăшĕсене илемлĕ пĕлтерме пултаракансем сахал маррине кăтартса пачĕ. Пултаруллă ачасем малашне район хаçачĕпе çыхăну тытасса, вĕсен тĕрленчĕкĕсем хăйсен вулаканĕсене тупасса шанатпăр.

Мастер-класа уçнă май Светлана Чикмякова тĕп редактор малтанах район хаçачĕн историйĕ, тĕрлĕ тапхăрти аталанăвĕ пирки кăсăклă каласа пачĕ. «Паян хаçат, 1930 çулта тухма тытăннипе танлаштарсан, пачах урăхла, çĕнĕлле ĕçлекен массăллă информаци хатĕрĕ. Халĕ вăл пичет кăларăмĕ çеç мар, официаллă сайт урлă та, социаллă сетьсенче те, Телеграм-каналра та район хыпарĕсемпе ытти информацие оперативлă пĕлтерсе тăрать», – пĕтĕмлетрĕ Светлана Валериевна.

Ыйту-хурав евĕр тăсăлнă калаçура вара ачасене темĕн те кăсăклантарчĕ. Ăçта хатĕрлеççĕ калем ăстисене, ку профессие вĕренме мĕнле экзаменсем тытмалла, тата журналистсен шалăвĕ пысăк-и;.. «Журналист пулма интереслĕ-и;» – ыйтрĕ тата тепĕр арçын ача. «Паллах, интереслĕ. Вун-вун паллă çынпа тĕл пулатпăр, вун-вун кăсăклă мероприятие хутшăнатпăр. Пĕтĕмпех  пуринчен малтан пĕлме, хăвăртрах вулакансем патне çитерме тăрăшатпăр», – терĕ тĕп редактор. Ыйтусем нумай пулнинчен ачасене чăнах та ку професси хăйнеевĕрлĕхĕ кăсăклантарни сисĕнчĕ.

Хăйсене çырас ăсталăхра та тĕрĕслесе пăхма май пулчĕ вĕсен. Шкул лагерĕнчи асра юлнă пĕр кун çинчен çырма сĕнсен ачасем хаваспах ĕçе пуçăнчĕç. Кĕске вăхăтрах заметкăсене туслăн шăрçаласа хучĕç. Чи лайăххисем, ак, çитес вăхăтрах хаçат страницисенче пичетленĕç.

Хаçатçăсем йĕркеленĕ тĕлпулу вĕренекенсемшĕн усăллă пулнине шанас килет. Тен, хăшĕ-пĕри публицистика е литература енне туртăм пуррине туйса илĕ, вăл енсемпе ытларах аталанĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика