Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансене – чыс та хисеп!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2022, 09:42 Просмотров: 597

Иртнĕ эрнекун районти «Ласточка» кану базинче Медицина ĕçченĕсен кунне  паллă турĕç.

Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси – пархатарлă тивĕç. Медицинăра вăй хуракансен Гиппократ тупине асра тытасси тĕпре. Тухтăрсемпе медсестрасене тата тĕп больницăра вăй хуракан ытти ĕçчене ятлă-сумлă хăнасем саламларĕç. Тĕп врач Сергей Илюткин ĕçтешĕсене тÿрĕ кăмăлпа, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимленĕшĕн тав турĕ. Сыватмăш тытăмĕнче 400-е яхăн çын тăрăшать, çав шутра 57 врач, 192 вăтам медицина персоналĕ.

Район пуçлăхĕ Владимир Яковлев сывлăх хуралĕнче тăракансен ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Чăн та, шур халатлисем чир-чĕрпе çыхăннă кăткăс лару-тăрура хăйсене шеллемеççĕ, пациентсен пурнăçне çăлассишĕн çĕрĕпех дежурствăра тăраççĕ. Профилактика мероприятийĕсене тĕллевлĕ ирттереççĕ. Ялти ФАПсенче тимлекенсен хастарлăхне те палăртмалла. Канмалли кунсенче те кил хуçалăхĕсенчи ĕçсене пăрахсах чирлĕ çынсем патне васкаççĕ. Медицина династине тăсакансем пирки те ыррине каламалла. Пĕр ăрури çынсем хăйсен кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарни мухтава тивĕçлĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕн кабинечĕн фельдшерĕ Зоя Максимова хисеплĕ Софроновсен династийĕнчен. Ку йăхри медицина ĕçченĕсем пĕтĕмпе 408 çул çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетмелле. Зоя Владимировнăн стажĕ 36 çул.

Праçникре район пуçлăхĕ Владимир Яковлев «Август» Фирма район тĕп больницин поликлиникин территорине хăтлăх кĕртессипе çыхăннă проекта пурнăçлассине пĕлтерчĕ.

Сиплев ĕçĕнче вăй хуракансене профессие чун-чĕререн парăннăшăн Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Свешниковпа Роман Алексеев тата район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Денис Трофимов, район Пухăвĕн депутачĕ Александр Петров саламларĕç. «Август» компани тата тепĕр проекта ĕçе кĕртме хутшăнать. Завод Калинино участок больницинче юсав ирттерме укçа-тенкĕ хывнă ĕнтĕ. Кунта гериатри центрĕ уçма палăртаççĕ. Медицина ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Елена Минаева та сăмах илчĕ, ĕçтешĕсене çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунчĕ.

Ĕçре хастаррисене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç. Район администрацийĕн Хисеп грамотине Валентина Егорова, Елена Куликова медсестрасем, Надежда Никандрова фельдшер, Валерий Яклашкин водитель, Людмила Захарова тирпейлÿçĕ тивĕçрĕç. Район администрацийĕн Тавне илнисем: Артем Гурьев хирург, Марина Ваганина, Фаина Зайцева, Галина Краснова, Светлана Петрова, Любовь Терентьева, Татьяна Шоркина медсестрасем, Светлана Матвеева акушерка, Лариса Филиппова фельдшер, Вера Андюшкина лаборатори техникĕ, Валентина Алибаева тирпейлÿçĕ. Владимир Яковлев медицина ĕçченĕсене «Единая Россия» партин парнисемпе те чысларĕ.

Каласа хăвармалла, пирĕн ентешсем çĕршывăн тĕрлĕ сиплев учрежденийĕсенче тăрăшаççĕ. Хаçат редакцине савăнăçлă хыпар çитерчĕç. Мăньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Ильзита Игорева (Тикинева), Мускав облаçĕнчи Электрогорск хулин больницинче акушеркăра ĕçлекенскер, професси уявĕнче ырă ята тивĕçнĕ. Ăна должноçри тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн хула округĕн администрацийĕн грамотипе наградăланă. Палăртмалла, Ильзита Николаевнăн амăшĕпе Полина Тикиневăпа йăмăкĕ Оксана Бухарина та сывлăх сыхлавĕнче тăрăшаççĕ.

Уяв тĕп больницăра ĕçлекенсене савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕ. Районти «Салам» ушкăн концертпа савăнтарчĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика