Транспортпа ÿсĕрле çÿрени обществăри пысăк проблемăсенчен пĕри шутланать. Паянхи кун та вăл çивĕчлĕхне çухатмасть. Мĕншĕн тесен хăшпĕр водительсем хăйсем преступленилле ĕç тунине ăнланса илеймеççĕ. Ыттисем умĕнче те яваплăха туймаççĕ вĕсем – унсăрăн çăмăлттайланса çул çине тухмĕччĕç.
Çавăнпах ĕнтĕ районти ГИБДД ĕçченĕсем те пĕрмаях массăллă тĕрĕслевсем ирттерни ăнсăртран мар. Синкерлĕ лару-тăрусене асăрхаттарас тесе вĕсем урă мар водительсене тупса палăртассипе, çул юхăмĕнчен кăларассипе тимлеççĕ. Ку ĕç районта мĕнле пурнăçланса пыни çинчен полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕпе Геннадий Казыкинпа калаçатпăр.
– Геннадий Анатольевич, ÿсĕр водительсене мĕншĕн çул-йĕр çинчи чи пысăк хăрушлăх теççĕ;
– Çапла асăрхаттарни ахальтен мар. Çул-йĕр статистикинчен куратпăр: вĕсен айăпĕпе темиçе машина сиенленнипе çыхăннă пысăк аварисем тухаççĕ, ним айăпсăр çынсен пурнăçĕсем сарăмсăр татăлаççĕ. Хăйĕншĕн кăна мар, чи малтанах пассажирсемшĕн, ытти мĕнпур çул-йĕр участникĕсемшĕн хăрушлăх кăларать вĕт ÿсĕр çын.
Автомобильпе пынă чух тĕп вырăнта – çул çинче мĕн пулса иртнине тимлĕхре тытни тата лайăх реакци. Алкоголь вара ку туйăмсене самаях чакарать, виçесĕр ĕçсен – вуçех те пĕтерет. Тепĕр хăрушлăх – водителĕн япăххинчен сыхланас инстинкт та пачах çухалать. Нумай чухне ÿсĕр водительсем хăвăртлăха уямаççĕ, светофорсене те, çул-йĕр паллисене те курмаççĕ. Тĕттĕм вăхăтра кăна мар, çутăра та çуран çÿрекенсене те асăрхамасан та пултараççĕ.
«Хаяррине» тутаннă çын хăй мĕнле шайра ÿсĕррине тĕрĕс хаклаймасть, хăйне «паттăр» туять. Çавăнпа та пĕр черкке пушатсан та руль умне вуçех лармалла мар. Пурин те пирĕн пурăнас, сывă пулас килет. /сĕр водитель вара кирек кам пурнăçне татма, кама та пулин тăванĕсĕр, çывăх та юратнă çыннисĕр хăварма пултарать. Çакна пурте ăнланса илмесĕр ыйту татăлмасть.
– Районти автоинспекторсем кунсеренех тĕрĕслевсене тухаççĕ. Вĕсем вăхăтĕнче ÿсĕр водительсем тăтăш çакланаççĕ-и;
– Чăн та, хамăр пăхса тăракан Вăрнар тата Элĕк районĕсенче асăрхав пĕр кун та чарăнмасть. Ятарлă рейдсем вăхăтĕнче çеç мар, ытти чух та. Юлашки, июнĕн 17–19-мĕшĕсенче, иртнĕ профилактика мероприятийĕнче кăна, акă, 5 водителе çул юхăмĕнчен кăларма тивнĕ. Автоинспекторсем вĕсен эрех-сăра ĕçнин паллисем пуррине асăрханă, çакă тĕрĕслевпе те çирĕпленнĕ. Пĕри вара пĕрремĕш хут мар руль умĕнче ÿсĕр çакланать. Унччен те ăна штраф тÿлеттернĕ тата водитель удостоверенине туртса илнĕ пулнă. Анчах çакă ăна юсанма хистемен – саккуна каллех çăмăллăнах паснă. Хальхинче явапсăр водитель административлă яваппа хăтăлаймасть, ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçараççĕ. Рейд вăхăтĕнче чарнă тепĕр арçыннăн транспортпа çÿреме прави те нихăçан та пулман. Уншăн саккун çырман тенĕ-ши, ниме пăхмасăрах машинăпа ярăннă вăл, çитменнине – урă та мар.
Çулталăк пуçланнăранпа вара полицин «Вурнарский» пайĕн автоинспекторĕсем ÿсĕр 73 водителе тупса палăртнă.
– Саккуна çакăн пек сĕмсĕррĕн пăсакан водительсене мĕнле явап кĕтет;
– Транспортпа ÿсĕрле çÿрекенсене пĕрремĕш тĕслĕхшĕн 30 000 тенкĕ штраф хума тата 2 çуллăха правасăр хăварма пăхнă. Водитель йăнăш тунине ăнланса илмерĕ, каллех ку сăлтавпах автоинспекторсен аллине лекрĕ пулсан, яваплăх уголовлине куçать. Айăплавĕ ун чухне çирĕпрех: 300 пин тенкĕ таран штраф хума, водитель правине 3 çуллăха туртса илме, 480 сехет таран юсану ĕçĕсем палăртма е 2 çулччен тĕрмене хупма та пултараççĕ. Енчен те ÿсĕр водитель айăпĕпе тухнă аварире çынсем суранланнă е вилнĕ-тĕк, паллах, айăплав татах та çирĕпленет.
Çавăнпа асăрхаттарас килет: çул çинче пĕр-пĕрне хисепленинчен, хăвăншăн çеç мар, ыттисемшĕн те яваплăха туйнинчен хакли çук. Çирĕп йăлана кĕртĕр: алкогольлĕ шĕвексем ĕçнĕ-тĕк, руль умне ларма юрамасть! Ăçта та пулин каймаллах пулсан, туссене, тăвансене-пĕлĕшсене, ĕçтешсене леçсе яма ыйтăр. Капла никамшăн та хăрушлăх та кăлармастăр. Ним айăпсăр çынсен пурнăçне татса хăвăр çине çĕр йăтайми çылăх илессинчен те сыхланатăр!
Ан манăр: машинăпа кăна мар, мотоблокпа, мопедпа, скутерпа та ÿсĕр çÿреме юрамасть!
Ирина ЯКОВЛЕВА
калаçнă.
Ноябрь 2024 |