Выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2022, 09:48 Просмотров: 495

Хĕл хырăмĕ аслă. Ял хуçалăх организацийĕсем выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма çителĕклĕ апат хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов хуçалăхсене çитсе курнă, симĕç ĕççи епле пынипе паллашнă.

Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 6931 гектар йышăнать, çак вăхăт тĕлне 1030 гектарне çулнă.  Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне предприятисенчи ĕç кăтартăвĕсем  çапларах: аш-какай комбиначĕн  – 627 гектар, «Гвардеецăн» – 224, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн  – 220, «Янгорчино» хуçалăхăн – 75 гектар. В. Павлов, В. Дмитриева, А.Фадеев, В.Яковлев, А.Аврамов фермерсен хуçалăхĕсем те нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухнă. Аграрисем пĕтĕмпе сенаж 4356 тонна хывнă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен хыпарланă тăрăх, симĕс массăна аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсем  3798 тонна, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра тăрăшакансем 558 тонна янтăлама ĕлкĕрнĕ.

Çутçанталăкăн хăйĕн йĕрки.  Ку эрнере хĕвеллĕ кунсем сахалрах пулчĕç, çавăнпа та ял хуçалăх организацийĕсенче хальлĕхе утă хатĕрлеме тухман. Паллах, хушма хуçалăх тытакансене пахча-анкартире курма пулать-ха, уяр çанталăкпа усă курса çулнă курăка типĕтме тăрăшаççĕ. Тепĕр чух капана е шушиле хывиччен темиçе кун та иртет.

  Хĕвел пăхсанах предприятисенчи нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсенче те трактор-комбайн самантлăха та чарăнмасть.   Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче уяртмалла.  Апла симĕс ĕççи те вăй илсе  пырĕ. Ĕç çыннисем выльăх-чĕрлĕх валли ытларах  апат хатĕрлеме пуçлĕç.

Нумай çул ÿсекен курăксене вăрлăх валли те çитĕнтереççĕ. Кунсăр пуçне кĕтÿ çÿретме уйăрнă лаптăксем те  çук мар. Тата ешĕл курăк выльăх-чĕрлĕхе çитермешкĕн те кирлĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика