Паллă хоккеист – Вăрнар тăрăхĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2022, 09:49 Просмотров: 514

Вăрнар ен хăна-вĕрлене тарават. Яланах ыр кăмăлпа кĕтсе илет. Акă,  Магнитогорск-ри «Металлург» спортклубăн паллă хоккеистне –  Михаил Григорьева – тата унăн ашшĕне  Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче йăлана пăхăнса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, кăпăклă сăрапа, чăваш шăрттанĕпе сăйларĕç. Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Валерий Прокопьевпа организаци, кадр тата юридици службисен пайĕн ертÿçи Алина Константинова та хутшăнчĕç.

Ятлă-сумлă спортсмен  Вăрнар районне килнинчен хăшĕ те пулин, тен, тĕлĕнĕ те. Унăн ашшĕ Петр Михайлович  Григорьев пирĕн ентеш, Çĕн Кипекре çуралса ÿснĕ. Çамрăк чухне Тюмене ĕçлеме кайнă, кунтах тĕпленнĕ. Çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Унăн ывăлĕ Михаил Григорьев  ачаранах спортпа туслашнă.  Вăл Тюменьри хоккей шкулĕн воспитанникĕ. Професси карьерине 2007 çулта пуçланă. Унăн çитĕнĕвĕсем пысăк.  Вăл хоккей лигин «Химик», «Нефтяник» (Лениногорск), «Южный Урал», «Салават Юлаев», «Торос», «Барыс», «Торпедо» (Чулхула), «Локомотив», «Адмирал», «Авангард», «Спартак» тата «Динамо» (Мускав) клубĕсенче  вылянă.  Нумай матча хутшăннă, Раççей чемпионачĕсенче темиçе хутчен бронза призер  пулнă. Хальхи вăхăтра 31 çулти Михаил Григорьев «Металлург» клубăн хÿтĕлевçи. Нумаях пулмасть унăн 500-мĕш матчĕ иртнĕ.

Çĕн-кипексем  Григорьевсемпе мăнаçланаççĕ. Ятлă-сумлă çынсемпе тĕл пулса калаçма ватти-вĕтти те тухрĕ. 86 çулти Валентин Краснов та килте лармарĕ, ентешне   тата унăн  спортсмен ывăлне курма васкарĕ.  Петр Михайловичпа Михаил Петрович çак кун тăванĕсем патĕнче те пулчĕç.

– Атте çуралнă ял мĕнлерех илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çыннисем ырă кăмăллă, сăпайлă, – çирĕплетрĕ хоккеист. 

Григорьевсем ял çыннисен пурнăçĕпе  кăсăкланчĕç. «Акă, Совхоз урамĕнче такăр çул çук. Çавна май йĕпе-сапаллă çанталăкра транспорта кĕрсе тухма чăрмавлă. Çуран çÿрекенсене те утма çăмăл мар», – пĕлтерчĕç пĕри те тепри. Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков   пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Планпа килĕшÿллĕн Совхоз урамĕнче те такăр çул пулмалла.  Петрпа Михаил Григорьевсем çĕн-кипексемпе малалла та туслă çыхăну тытма шантарчĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика