Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьсен пĕлтерĕшĕ пысăк. 21 кун хушши ачасем вожатăйсен ăста аллинче. Çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕ те лăпкă. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем тутă. Педагогсем тĕрлĕрен тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.
Ачасем спортплощадкăсенче ăмăртаççĕ, ăс-тăн вăййисенче тавçăрулăха тĕрĕслеççĕ, тренинг-диспутра тупăшаççĕ. Экскурсисене çÿресе уçă сывлăшпа та киленеççĕ. Тата пултарулăх лаççисем те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Санарпуçĕнчи вăтам шкулта лагерьти смена вĕçлениччен районти хаçатçăсем – Светлана Чикмякова тĕп редактор тата Елена Порфирьева редактор – ачасем патĕнче хăнара пулчĕç.
Журналистсене хапăлласах кĕтсе илчĕç. Çуллахи каникул пуçланман та тейĕн – шкул пурнăçĕ вĕресе тăни кашни утăмран палăрчĕ кунта. Савăк кăмăллă ачасен хаваслă сассипе пĕлÿ керменĕ самантрах тулать. Лагерьти кашни кун асра юлмалла ирттĕр тесе шкул коллективĕ тăрăшни тÿрех курăнчĕ.
– Ачасем, паян пирĕн патра хăнара районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра тăрăшакан журналистсем, – паллаштарчĕ Николай Иванов директор. Редакци ĕçченĕсем ачасем хушшинче «Çĕнтерÿ çулне» вулакансен йышĕ мĕн чухлĕ пулнипе кăсăкланчĕç. Çамрăк ăру чăвашла тухакан пичет кăларăмĕсене вулани аван. Паллах, хаçат тусĕсене тата ытларах курас килет.
Кашни ачан пĕчĕкренех çутă ĕмĕчĕ пур. Вăл çитĕнсен хăй кăмăлланă ĕçре тăрăшасшăн. «Тĕнчере питĕ нумай професси. Кашниех кирлĕ, пурте вĕсем кăсăклă. Анчах та тепĕр чух профессие суйласа илме çăмăлах та мар, – палăртрĕ Светлана Валериевна. – Ачасем, сирĕн журналист пулас шухăш хăçан та пулин пулнă-и; Калем ăсти пулма çăмăл-и; Сирĕн мĕн пирки çырас килет;» Лагере çÿрекенсем ыйтусене кăмăлпах хуравларĕç. Чăн та, журналист пулма çăмăл мар. Тĕрлĕ кăсăклă информаци тупма, пурнăç чăнлăхне витĕр курма, пулни-иртнине тĕрĕс çутатма пĕлмелле. Статья пуян содержаниллĕ калăплантăр тесен тепĕр чух ыйхă та вĕçет. Çĕрĕпе йĕркеллĕ çывăрман каçсем те пулаççĕ. Ĕç кунĕнче те тара ÿксе çырма тивет. Ахальтен мар пулĕ журналист профессине шахтер ĕçĕпе танлаштараççĕ. Алăри калем çивĕчрех пултăр тесен пĕлĕве тарăнлатни те кирлĕ. Светлана Чикмякова хăй журналистика çулĕ çине мĕнле тăнипе паллаштарчĕ. Шкул саккинченех вăл республикăри «Пионер сасси» хаçатпа туслă çыхăну тытнă. Вăрман Кипекри вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче ăсталăха туптанă. Ачасем тĕп редактора питĕ тимлĕ, çăвара шыв сыпнă пек итлерĕç.
Журналист яланах влаçпа халăх хушшинче, унăн ĕçлĕ çулçÿревпе тĕрлĕ вырăна çитме тивет. Çавна май чылай паллă çынпа паллашма май пур. Журналист нумай курать, нумай пĕлет. Профессие юратсан, паллах, умри йывăрлăхсене парăнтарма пулатех. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хуракансем ачасемпе мастер-класс ирттерчĕç. Вĕсене хаçат-журнал, кĕнеке ытларах вулама, илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсене, ваттисен сăмахĕсене ятарлă тетраде çырса пыма сĕнчĕç. «Плагиат» сăмахăн пĕлтерĕшне те уçăмлăн ăнлантарчĕç. Цитатăсене (пĕр-пĕр текстри вырăнсене) илсе кăтартнă чух вĕсен авторĕсене палăртма манмалла мар тесе çирĕплетрĕç. Мероприяти вĕçĕнче ачасем хăйсем суйласа илнĕ темăсемпе заметкăсем çырчĕç. Тен, Санарпуçĕнче вĕренекенсенчен те хăшĕ те пулин çитĕнсен çак кăсăклă профессие суйласа илĕ. Вăхăт кăтартĕ. Хаçат редакцийĕн коллективĕ вара çамрăк туссем еннелле яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |