Республика кунĕ çав тери пуян программăпа савăнăçлăн кĕрлесе иртрĕ. Ун йĕркипе Чăваш еншĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай пулчĕç, ун аталанăвĕшĕн тĕрлĕ сферăра çĕнĕ килĕшÿсем çырăнчĕç.
«Раççей çăлкуçĕсем», «Руç маçтăрĕсем», «Тарават Чăваш ен», ача-пăча фольклориади... – культура программи çак кун вун-вун регионăн хаклăхĕсемпе паллаштарчĕ.
Юратнă республикăмăран тĕп уявне вăрнарсем те хастар хутшăнчĕç. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» сăра фестиваль-куравне Вăрнар районĕн 100 çынтан тăракан ушкăнĕ çитсе курчĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев симĕс ылтăн лаптăкне 1000 гектара çитерме палăртнă.
Пирĕн район та ку отрасле, Чăваш енĕн çĕршыври мухтавне хăйĕн тÿпине хывать. «Агрохмель» агрофирма хăмла ĕрчетессипе тухăçлă ĕçлет. Плантацисене çултан-çул ÿстерсе пыма тăрăшать.
Фестивале уçнă çĕре районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ те хутшăннă. Хăнасене хăйсен илемлĕ юррипе паллаштарнă.
Ку ушкăнăн пултарулăхĕ чăннипех пысăк. Вĕсем Республика кунĕн площадкисенче çулсеренех куракансен чĕрисене тыткăнлаççĕ. Хальхинче вĕсене пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче хапăлланă. «Тивлетсен» кашни номерне яланхиллех тăвăллăн алă çупса йышăннă.
«Амазония» паркра уяв кунĕнче кашни районăн пурнăçĕпе мăнаçлăхне çутатакан картишсемпе паллашма май пулнă. Вăрнарсем енчен унта Малти Ишек ял поселенийĕ пулнă. Ентешсен палатки хăнасене уйрăмах илĕртнĕ. Кунта наци çимĕçĕпе, йăлисемпе çеç мар, тĕнчипе паллă, ку тăрăхран тухнă ÿнерçĕн Праски Виттин ĕçĕсемпе те паллашма май килнĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр уявра хăй те пулнă, хăнасем унпа калаçмасăр иртмен.
Акатуй йĕркипе тĕрлĕ сферăра палăрнă ĕçченсене те чысланă. Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Малти Ишекри клуб заведующийĕ Олеся Лукина Чăваш Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ăна Канашăн председателĕ Леонид Черкесов наградăланă.
Республика кунĕ йĕркипе Пĕтĕм Раççейри «Чăваш ен сăррисем-2022» конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 2-мĕш класри Елизавета Краснова I степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Ертÿçи – Ольга Николаевна Николаева.
Вăрнарсем спортра та хастар. Çак кун Чăваш ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн «Спорт çемйи» фестиваль пынă. Вăрнар районĕнчен унта Политовсемпе Петровсем тупăшнă.
Вăрнарти Натальăпа Владимир Политовсем тата вĕсен Настя хĕрĕ пĕтĕмĕшле зачетра 3-мĕш вырăн йышăннă. Дартсра вара 1-мĕш пулнă. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе 4-мĕш.
Кÿстÿмĕрти Людмилăпа Юрий Петровсем тата вĕсен Виссарион ывăлĕ 4-мĕш йĕркене йышăннă. Хутăш эстафетăра тата ГТО-ра вĕсем 2-мĕш пулнă.
Республика кунĕнче «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă. Пирĕн районтан унта тăваттăн хутшăннăччĕ. «Вперед к здоровью» номинацире «Химик» спорт клубĕн тренерĕ Зинаида Ижелеева (вăл сасăлавра 4-мĕш вырăн йышăннă), «К знаниям без барьера» номинацире Ярмушка шкулĕн учителĕ Любовь Максимова, Пăртасри тата Хирпуçĕнчи библиотекарьсем Ольга Ивановапа Надежда Михайлова. Уявра вĕсене сертификатсем панă.
Уявпа çыхăннă мероприяти районта та иртрĕ. «Август» компани вăрнарсене чăн-чăн парне турĕ. Заводăн паркĕнче духовой оркестр вылярĕ. Вăл тата Александр Галинпа Татьяна Карпова солистсем тĕлĕнмелле хитре юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Дирижерĕ – Владимир Петров.
Район пуçлăхĕ – «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарĕ Владимир Яковлев, район Пухăвĕн депутачĕ Евгений Захаров вăрнарсен ятĕнчен артистсене чечек çыххисем парса тав турĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |