Ăс-хакăлпа шухăшлав виçесĕр пулсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2022, 09:53 Просмотров: 635

Вăрнарти IT-Куб ачасене аталантарас ĕçре чăннипех те пысăк вырăн йышăнать. Аслă ăрурисем ăмсанни тĕрĕсех – паян çитĕнекен ăру тÿлевсĕр майпах ăс-тăнне çивĕчлетме, хăйĕн пултарулăхне ÿстерме пултарать. Информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче цифра пĕлĕвне илме май пурри вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. IT-Куба çÿрекенсем, тен, малашлăхра çĕршыв экономикине çĕклес сферăра курăмлă çитĕнÿсем тăвĕç

Кунта иртнĕ «Проектсен ярмăркки» çак шанăçа тÿрре кăларма пултарасса тивĕçлипе кăтартса пачĕ. Цифра пĕлĕвĕн центрĕнче çулталăк тăршшĕпе илнĕ пĕлĕве ачасем ĕçпе çирĕплетсе пачĕç.

Кашни проекчĕ паянхи пурнăçпа çыхăннă тесен те йăнăш мар. Вĕсем мобильлĕ приложенисене, программирование аталантарассипе, интернетри хăрушсăрлăхпа, робототехникăпа çыхăнчĕç.

Пĕтĕмпе 24 проект. Вĕсене LEGO Mindstorms EV3, Scratch платформăсенче, 3D-модульпе 3-D-редактор, виртуаллă тур, Java тата Python программăсемпе усă курса хатĕрленĕ.

Экспертсен шутĕнче пулнă май, кашни ĕçпе кăмăлласа паллашрăм. Ачасем хăйсен проекчĕсене тарăннăн, ăнланмалла хÿтĕлеме тăрăшрĕç. Чылайăшĕ конкурс-ярмарка тĕлне интернет-вăйăсем çырнă. Вĕсем компьютер чĕлхине аван пĕлни курăнчĕ – сĕтелçи вăййисене, лабиринтсене, ыттисене мĕнле утăмсемпе, мĕнле комбинацисемпе пурнăçланине кăтартрĕç.

Интернетра мĕншĕн хăвăн даннăйсене хÿтĕлемелле; Социаллă сетьсенче мĕнле асăрхануллă пулмалла; Ку енĕпе IT-Куб воспитанникĕсем памяткăсем хатĕрленĕ. Хăшĕсене вăйă евĕр йĕркеленĕ.

Михаил Уткин вара Любовь Анатольевна Иванова преподавательпе пĕрле киберхăрушсăрлăх пирки хаçат кăлараççĕ. Тăватă номер калăпланă ĕнтĕ. Унта  IT-Кубри направленисен ĕç-хĕлне çутатнисĕр пуçне асăрханулăх пирки те çырса кăтартнă.

Ачасем кăçал Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пирки те манман. Александр  Николаевич Никитин ертсе пынипе, акă, паллă çынсен карттине те хатĕрленĕ. Проектсен ярмăрккинче унпа экспертсене Дмитрий Александров паллаштарчĕ. Юриех хамăр тăрăхри локаци палли çине пусма ыйтрăм. Уйкас Кипекри Григорий Луч писатель пирки даннăйсем туххăмрах экран çине тухрĕç.

Интернетра паян кĕçĕннисем валли тем тĕрлĕ вĕрентÿллĕ мультфильмсем, площадкăсем пур. Анастасия Алексееван карточкисем шкул çулĕчченхисемшĕн те, кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн те усăллă пулĕç. Вĕсем улма-çырласен ячĕсем ют чĕлхесенче мĕнле янăранине кăтартаççĕ.

Робототехника паян нумай ачашăн юратнă направлени пулса тăчĕ. Çавăнпах-тăр IT-Кубра ку енĕпе чылай ача пĕлÿ илет. Проектсен ярмăрккинче тăватă робота презентацилерĕç. Вĕсем, тĕрĕссипе каласан, экономикăн тĕрлĕ сферинче усă курма та юрăхлă. Максим Фадеев, акă, робот чертежсем тунине кăтартрĕ. Мария Григорьеван робочĕ кил хуçи хĕрарăмĕсемшĕн, пысăках мар офиссемшĕн питĕ меллĕ. Ун робот-уборщикĕ чÿречесене те аван тасатать. Иван Жилкинăн робочĕ япаласене тĕссем тăрăх уйăрать. Арсений Прокопьевăн патриотизм туйăмĕ вăйлă, вăл робот-танк ăсталанă.

Экспертсем проект ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç, ачасем цифра наукипе анлăн кăсăкланнине, ăс-хакăлĕпе шухăшлавĕ анлă пулнине палăртрĕç. IT-Куб директорĕ Алексей Фирсов центрта илнĕ пĕлÿ информаци технологийĕсен сферинче кирлĕ пулассине, экономикăн чăн секторĕшĕн пĕлтерĕшлине каларĕ.

Пур участника та сертификатсемпе хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕсем спонсорсен парнисене тивĕçрĕç. Пулăшу аллине Вăрнарти инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕ, «Энергостроймонтаж» тата «Белоусовы»  тулли мар яваплă обществăсем, RaZoom агентство, Эдуард Орешкин уйрăм предприниматель тăсрĕç.

Экспертсем умне кăларнă проектсем пурте хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Районта пурăнакан кашни ачан цифра науки енĕпе пĕлÿ илме тата хăйсен проекчĕсене хатĕрлеме май пур. IT-Куб пурне те хапăл!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика