Вăрнарсем ĕлĕкрен элĕксемпе туслă пурăннă. Халĕ те çаплах.
Кÿршĕсем пĕр-пĕрин ÿсĕм-çитĕнĕвĕшĕн савăнаççĕ. Пĕрлехи ĕçе пурнăçлаççĕ.
– Вăрнарсем хастарлăхпа палăраççĕ, ытлă-çитлĕ пурăнас тесе выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, сĕт сутса çемье бюджетне ÿстереççĕ, – ырларĕ Любовь Семенова.
Калас пулать, Любовь Веняминовна мăшăрĕпе Венямин Панкратьевичпа Элĕкри «Иволга-Молоко» обществăра ĕçлеççĕ. Ирхи виççĕре ура çине тăрса хуçалăхри ĕçсене пуçтарнă хыççăн Вăрнар ене васкаççĕ. Калинино, Кÿлхĕрри, Хапăс ялĕсене çитсе халăхран сĕт пухаççĕ. Семеновсене пур çĕрте те ăшшăн йышăнаççĕ. «Иволга-Молоко» организаци пĕр литр сĕтшĕн 25 тенкĕ тÿлет. Продукци хакĕ выльăх-чĕрлĕх усракансене тивĕçтерет. Икĕ ĕне пуррисем уйăхне 20–21 пин тенкĕ таран ĕçлесе илеççĕ. Семеновсем чĕртавара 100 хушма хуçалăхран туянаççĕ.
– Любовь Веняминовнăпа Венямин Панкратьевич ĕçĕпе эпир питĕ кăмăллă, – çирĕплетрĕç хапăссем. – Сĕтшĕн укçа-тенкĕпе яланах вăхăтра татăлаççĕ. Халăхпа тарават, çав вăхăтрах çирĕплĕхĕ те пур.
Хапăсра пурăнакансем пирки Семеновсем хăйсем те ырă сăмахсем анчах каларĕç. «Продукци пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ, шыв хушмаççĕ», – хуравларĕç вĕсем. Калаçăва Сергей Гусев та хутшăнчĕ. «Яваплăха туятпăр, сĕт туянакансем пирĕнпе кăмăллă юлччăр тесе ĕçлетпĕр», – палăртрĕ вăл.
Пĕтĕмпе пухăннă 1700 тонна сĕте Семеновсем хăвăртах Элĕке çитереççĕ. Кунта продукцие сивĕтнĕ хыççăн сĕт завочĕсене леçеççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Апрель 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 30 | 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 |
| 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
| 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
| 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
