Ĕçĕ çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2022, 15:58 Просмотров: 536

Ыран Раççейре кадастр инженерĕн кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун, 2007 çулта, «Куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕ çинчен» федераллă саккуна йышăннă.

Кадастр инженерĕсем пурлăх харпăрлăхçипе регистраци органĕ хушшинчи пĕлтерĕшлĕ звено шутланаççĕ - вĕсем Росреестра тăратма кирлĕ документсене хатĕрлеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем хутшăнмасăр Росреестр патшалăх тивĕçтерĕвне кӳреймест: пӳлĕмсемпе çуртсен тата сооруженисен техника планне, çĕр участокĕсен мишавай планĕпе чиккисене палăртнин актне, объекта учетран кăларма тĕрĕслев актне хатĕрлеме кадастр инженерĕсен кăна полномочи пур.

Ку специальность паян чи кирлисен шутĕнче. Чăваш енре кăна 300 енне çын кадастр ĕçĕсемпе тимлет.

Саккунсене улшăнусем кĕни те кадастр инженерĕсен тивĕçĕсене хушать. Сăмахран, «гараж амнистине», «дача амнистине» пурнăçлама вĕсен пулăшăвĕсĕр ниепле те май çук.

Ку професси çыннисем тӳрĕ кăмăллă, пахалăхлă ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ: çакăнтан объекта вăхăтра тата тĕрĕс учета тăратни тата куçман пурлăх правине регистрацилени тӳрремĕн килет. Енчен те мишавай е техника планне хатĕрленĕ чух инженер йăнăшнă-тăк, регистраторăн ĕçе чарса лартма е хирĕçлеме те тивет. Кунта çитменлĕхсене çийĕнчех палăртса тӳрлетни пĕлтерĕшлĕ.

Вырăнти кадастр инженерĕсен ĕçĕ çинчен информацие малашне Росреестрăн сайтĕнче, регионти управлени пайĕнче, уççăнах тупма май пулĕ. Документ ссылкине управленин «Вконтакте» сетьри офицаллă страницинче те вырнаçтарăпăр.

Кадастр инженерне суйланă чух мĕне тимлĕхе хумалла-ха/ Чи малтанах - вăл официаллă реестрта пуррине тĕрĕслемелле. Шел те, тепĕр чухне укçа кăна шайăрас шухăшлă ултавçăсем те тупăнаççĕ. Профессионал-и вăл е çук - кадастр ĕçĕсемпе пĕрремĕш хут тĕл пулакан граждансене вара ăнланма йывăр.

Кадастр инженерĕпе килĕшӳ çырнă чух тивĕçтерĕве хăш вăхăтра кӳмеллине обязательнăй йĕркепе кĕртме сĕнетпĕр. Хальхи саккунсем граждансен прависен хӳттинче тăраççĕ. Çавăнпа та объекта учета тăратнă тата правине регистрациленĕ хыççăн çеç ĕçсемшĕн туллин тӳлемеллине те договорта пăхса хăварма май пур. Çавăн пекех инженер мĕнпур мишавай тата техника планĕсене, территорин карта-планĕсене, тĕрĕслев акчĕсене электронлă «хранилищĕне» кĕртме тивĕçли çинчен те пункт хушма пултаратăр. Çакна «Куçман пурлăхăн патшалăх регистрацийĕ çинчен» федераллă саккунра çирĕплетнĕ.

Екатерина КАРПЕЕВА, Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ертӳçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика