Суту-илӳ ĕçченĕсене мухтав!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2022, 15:59 Просмотров: 719

Паян хăйсен уявне чи анлă сарăлнă професси представителĕсем - суту-илӳ ĕçченĕсем - паллă тăваççĕ. Ку отрасль çĕршывшăн яланах пысăк социаллă-экономика пĕлтерĕшлĕ пулнă.

2022 çул пуçламăшĕ тĕлне, акă, пирĕн республикăра вак суту-илĕвĕн тата обществăлла апатланăвăн 9 пин ытла объекчĕ ĕçленĕ, вĕсенчен 6 пин лавкка.

Суту-илӳ сферинче, ĕç вăйĕн тишкерĕвĕн даннăйĕсем тăрăх, пĕлтĕр 85 пин ытла çын тимленĕ. Ку хисеп республикăра вăй хуракансен 15 проценчĕпе танлашать. Ĕçлекенсен вăтам ӳсĕмĕ - 39 çул. Йăлана кĕнĕ тăрăх, суту-илӳ ĕçченĕсен тĕп пайĕ вăл - хĕрарăмсем.

Ку сферăра таварçаврăнăш калăпăшĕ пысăк. Иртнĕ çул ваккăн суту-илӳ организацийĕсем 200 млрд тенкĕлĕх тавар сутнă. Ку кăтартура апат-çимĕç продукчĕсемпе табак изделийĕсем 47 процент йышăнаççĕ, апат-çимĕç мар таварсем - 53 процент.

Уйрăмах палăртмалла, халăха тавар тивĕçтернинчен илнĕ тупăшăн 97 проценчĕ сутакан организацисемпе уйрăм предпринимательсене тивет, 3 проценчĕ кăна - ваккăн пасарсемпе ярмăрккасене.

Электронлă суту-илӳ сегменчĕ те хастар аталанать. Интернет урлă пĕлтĕр пĕтĕмĕшле ваккăн таварçаврăнăшĕн 3 процентне вырнаçтарнă, виçĕмçул - 2:.

Чăвашстат мĕнпур суту-илӳ ĕçченне уяв ячĕпе саламлать, ырă кăмăллă та вашават туянакансем пулччăр тесе тата пысăк тупăш сунать. Сывлăхлă, ӳсĕмлĕ тата телейлĕ пулăр!

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика