Ăнăçлă пуçларĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.07.2022, 16:00 Просмотров: 583

Вырсарникун Вăрнарти «Химик» стадион трибунисем лăк тулчĕç. Футбола юратакансем историлле пулăма пăхма йышлăн - 1300 çын ытла - пуçтарăнчĕç.

Чăннипех те чаплă событи. 29 çул иртнĕ хыççăн Вăрнарти «Химик-Август» командăна пула Чăваш ене профессионаллă футбол таврăнчĕ. Пирĕн футболистсем Раççейĕн 2-мĕш лигинче выляма тивĕçе сумлă турнирсенче, Кубоксенче палăрса çĕнсе илчĕç.

Раççей первенствин иккĕмĕш дивизионĕнчи вăйă Екатеринбургри «Урал-2» командăпа тĕл пулнипе пуçланчĕ. Матч стадиона, футбол курма, пĕрремĕш хут килнĕ çынна та тыткăнларĕ, ахăртнех. Мĕн пуçласа вĕçлениччен те вăл интригăлама пăрахмарĕ. Пĕрремĕш тайм хăнасем 1:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Анчах та иккĕмĕшĕнче вăрнарсем вĕсене нимĕнле шанăç та памарĕç. Таймăн малтанхи минучĕсенчех вĕсем шута танлаштарчĕç. Хыççăнах тата тепĕр гол тапса кĕртрĕç. Анчах хăнасен команди те начар мар. Çур таймра вĕсем те шута танлаштарчĕç.

Татса паракан гол вăйăн 39-мĕш минутĕнче пулчĕ. Ăна «Химик-Августăн» пултаруллă футболисчĕ, Вăрнар каччи Роман Шалин тапса кĕртрĕ.

Футбол тусĕсене тăхтавра Чăваш ен спорт министрĕ Василий Петров, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов саламларĕç. «Август» Фирма ?командăн титуллă спонсорĕ% Вăрнар футболисчĕсене иккĕмĕш дивизиона тухма пысăк ĕçсем тунине, вăл шутра спорт объекчĕсем çĕкленине, «Химик» стадиона çĕнетнине, палăртрĕç.

«Химик-Август» килти тепĕр вăйăра Тюменьти «Тюмень» командăпа тĕл пулать. Матч августăн 8-мĕшĕнче иртĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика