Ачасен канăвĕ те саккунра çырăнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.07.2022, 16:00 Просмотров: 714

Туризма паян кашни регионта аталантарма май пур. Çакăн валли ресурссене тĕплĕн хатĕрлемелле. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Патшалăх Думин çĕнĕ созывĕнче пуçласа Туризм тата ун инфраструктурине йĕркелессипе комитет туса хунă. Ун йышне пирĕн регионтан суйланнă депутат та - Алла Салаева - кĕнĕ.

Нумаях пулмасть комитетăн çурхи сессийĕн ĕç-хĕлне пĕрремĕш пресс-конференцире тӳрĕ эфирта пĕтĕмлетрĕç. Унта Патшалăх Думин вице-спикерĕ Шолбан Кара-Оол, Туризм комитечĕн председателĕ Сангаджи Тарбаев, ун заместителĕ Татьяна Лобач тата ача-пăча туризмĕ енĕпе тимлекен ĕç ушкăнĕн ертӳçин çумĕ Алла Салаева, Артем Прокофьев депутат хутшăнчĕç.

Хальхи вăхăтра комитет çĕнĕ «Туризм тата туризм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» саккуна хатĕрлессипе масштаблă ĕç ирттерет. Ăна çулталăк вĕçĕччен йышăнма палăртаççĕ. Унчченхи, 1996 çултанпа ĕçлекенни, тĕпрен илсен, тулашри туризмпа çыхăннă.

Раççейĕн туризм отраслĕн экономика вăйне туллин уçман-ха. Çавăнпа та ку индустрие иртнĕ çултанпа наци проекчĕ йĕркипе аталантарма тытăннă. Пуçласа туризм çине 160 млрд тенкĕ уйăрнă. Кăçал санкцисене пула тата 20 млрд тенкĕ янă.

Туризм инфраструктурине паянхи кун ыйтăвĕсене, сервисĕсене кура тивĕçтерме пăхнă. Медицина, экологи, ача-пăча, туризмăн ытти тĕсĕсене çӳллĕрех шая çĕклемелле.

Пресс-конференцире ача-пăча туризмне те пысăк вырăн уйăрнă. Ку енĕпе ĕç-хĕле Алла Салаева уçăмлатнă. Вăл ачасем патшалăх политикин тĕп приоритечĕ пулнине, вĕсен канăвне тĕрĕс те усăллă йĕркелемеллине, ку ыйту кашни çемьене пырса тивнине палăртнă. Эксперт сообществи ?ун йышне сенаторсем, депутатсем, регионсен представителĕсем, индустри предприятийĕсен пуçлăхĕсем кĕреççĕ% пĕрлешсе пысăк ĕç тунине каланă.

Хальхи вăхăтра ачасен ытларах пайĕ тивĕçлĕ кантăр тесе тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче Раççейре вĕренекенсен шучĕ 27 миллионпа танлашнă. Вĕсенчен 1,5 миллионĕ кăна лагерьсенче каннă.

Чи çивĕч ыйтусен шутне сывлăха çирĕплетекен лагерьсем çителĕксĕрри тухса тăнă. Вĕсене комплекслă модернизацилеме тĕллев лартнă.

- Халĕ ача-пăча туризмĕн законодательстви çĕнелет. Вăл мĕнпур сферăна тата хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетекен инфраструктурăна аталантарма пулăшĕ, - пĕлтерет Алла Салаева.

Мĕн вăл экскурси/ Мĕн вăл ача-пăча çулçӳревĕ/ Ку енĕпе экспертсем уçăмлă утăмсем тунă ĕнтĕ. Патшалăх Думи, Федераллă Пуху, Раççей Правительстви, Çутĕç министерстви, регионсенчи влаç органĕсем валли сĕнӳсем хатĕрленĕ. Ача-пăча туризмĕпе канăвĕ çĕршывра туристсене явăçтарас ĕçре сумлă вырăн йышăнĕ. Çĕнĕ саккунра çакă та уйрăм пайра пулĕ.

Раççейре туризмăн потенциалĕ çав тери пысăк. Çитсе курмалли вырăнсем нумай. Çĕнĕ саккун çулçӳрев точкисене ӳстерме май парĕ. Хамăр республикăра та хитре, пĕлтерĕшлĕ объектсем пур. Вăхăт иртнĕçем, тен, пĕтĕмĕшле туризм маршручĕ Вăрнар районĕ витĕр те выртĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика