55 çул - юратăва упраса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2022, 16:01 Просмотров: 619

Çурла уйăхĕ, 1967 çул. Çĕр ĕçченĕ çу каçипех вăй хурса, тăрăшса çитĕнтернĕ пахчаçимĕçе, тырпула тирпейлĕн пуçтарса пӳлмесене кĕртнĕ тапхăр. Çĕнĕ уйăх, çĕнĕ 1-мĕш кунĕ.

Çак куна суйласа илнĕ çĕнĕ çемье çавăрма çамрăксем. Çак кун чăвашсем авалтан тулăх çитĕннĕ, пуçтарнă тырра авăртса тутлă кулачсем пĕçернĕ. Çӳлти Турра, çĕр Туррине - çăкăр çитерекене - тав тунă. Тулăх пурнăçпа тивлет ыйтса пуçа çĕр çумне çитиччен авса чыс тунă. Çапла пултăрччĕ малашне те.

Çак кун халăх йăлине пăхăнса икĕ савнă чун Раиса Степановнăпа Вениамин Иванович çĕнĕ çемье çавăрни çинчен хыпарласа тăванĕсене, тусĕсене евитленĕ.

Вениамин Иванович Сорокин хăйĕн пурнăç çулне, вăй-халне пичет ĕçне аталантарассине халалланă. Вăл юпа уйăхĕн ăшă кунĕнче çуралнă. Пукравра. Ăшă кăмăллă. Хĕрĕх çул ытла хăй килĕштернĕ ĕçре чунтан тăрăшнă. Çав шутран 32 çул ытла Вăрнарти типографи пуçлăхĕнче тимленĕ. СССР пичет отличникĕ. Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ. Тата нумай Хисеп паллисене тивĕçнĕ.

Унăн юратнă мăшăрĕ Раиса Степановна нумай çул Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводĕнче аслă мастерта тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă. Çав тери ырă кăмăллă хĕрарăм. Сăпайлăх тĕслĕхĕ. Ĕçченлĕхĕ те унра иксĕлми. Пахчаçимĕç çитĕнтерет, чăх-чĕп усрать. Вăл - чăннипех те çемье шăнăрĕ, кил управçи.

Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Турă парнеленĕ телее-ырлăха валеçмеççĕ, сутмаççĕ, илмеççĕ, ырă ĕçпе пĕчĕккĕн пухаççĕ, тимлĕн упраççĕ.

Икĕ ача - ывăлпа хĕр - çитĕнтернĕ. Аслă пĕлӳ панă. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ пухнă. Мăнукĕсем те ăратăн ятне ярасшăн мар. Пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ.

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче юратнă тăванĕсем чăннипех те мухтавлă, тава тивĕçлĕ мăшăра, Анчак ăрачĕн çемье никĕсне çирĕп тытса пыракансене 55 çул юратса татулăха упранипе тата таса чунпа халăх хушшинче ырă-сумлă ятпа пурăннипе саламлаççĕ.

Вĕсен пахчинче малашне те чие çырли ешĕл ӳстĕр. Тулăх çимĕç патăр. Кил-йышне савăнтартăр. Каласа хăварас килет, кил хуçи Чăваш çĕрĕ çинче чие çитĕнтерессипе 30 çул енне тимлет. Вăл ӳстернĕ çĕнĕ сорт пирĕн тăрăхра хăватлă çитĕнет. Çулсерен тутлă, тухăçлă çимĕç парать. Ятне те ачашшăн «Яваш» теççĕ. Хăй çуралса ӳснĕ тăван ялăн хисеплĕ ячĕ. Ку тĕле 1395 çулсенче хальхи Тутарстанри Арча таврашĕнчен Явăш хуçа хăйĕн йăхĕпе куçса килни паллă.

Ку çемьере кил ăшши чи хакли. Çывăх тăванĕсем чи кăмăллисем, ĕçченсем. Ĕлĕкхи пек туслăн ăратпа пурăнаççĕ. Пур ĕçре те пĕрле тимлеме тăрăшаççĕ. Вĕсенчен ĕçлеме, пурнăç тума вĕренмелли пур. Малашне те çапла пултăрах.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика