Район уй-хирĕ - ытарайми пуянлăх. Сап-сарă тыр-пул пуссисем кашни çулах хăйсен илемĕпе илĕртеççĕ. Тепĕр чух вĕсен çывăхĕнче çутçанталăка юратакансем машинăна чарсах сăнӳкерчĕксем ӳкернине те асăрхама пулать.
Хуçалăх уйĕсем илемлĕ картинăна аса илтереççĕ. Анчах та вĕсене художник сăнламан, предприятисенчи хастарсем çĕр ĕç культурине пăхăнса, ырми-канми вăй хурса çитĕнтернĕ. Кашни пĕрчĕре - хресченĕн тарĕ. Июльти тулăх çумăр та тухăçа ырă витĕм кӳчĕ, начар тĕшĕсем те вăй илчĕç. Нӳрĕк çителĕклĕ пулнăран пучахĕсем тулли. Шалкăм çумăр çуни тырра вырăнăн-вырăнăн тайăлтарчĕ-ха, анчах та специалистсен шухăшĕпе хăватлă техника пĕр пучаха та уйсенче пăрахса хăвармĕ.
- Кĕрхисем кунран-кун хĕвел сăнне илсе пыраççĕ: ыраш та, тулă та пиçсе çитнĕпе пĕрех. Çывăх вăхăтрах вырмана тухăпăр. Тен, тепĕр эрнерен яваплă ĕçе пуçăнăпăр, - пĕлтерчĕ «Санары» агрофирма ертӳçи Андрей Петров.
Хуçалăхра вырма ĕçĕсене тухăçлă ирттерессишĕн тĕплĕн тăрăшни курăнчĕ. Акă, пĕтĕмĕшле илсен мехпаркри комбайнсене уй-хире тухма хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. «Çак техника кăна юлчĕ-ха», - палăртрĕ Алексей Шашков, ял хуçалăх машинин юсавлăхĕшĕн тăрăшаканскер. Вăл опытлă механизаторсенчен пĕри. Тимĕр ут чĕлхине аван ăнкарать, çавăнпа та ун аллинче техника пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Сергей Волковпа Анатолий Яковлев та хисепре. Вĕсен ăста аллине кирек мĕнле техника та пăхăнать. Çамрăк ĕçчен Александр Харитонов та коллективра ырă ятра.
Пурĕ агрофирмăра 37 çын тимлет, кашниех хуçалăх аталанăвне хăйĕн тӳпине хывать. Яваплă тапхăрсенче тата ытти çынна хуçалăх ĕçне явăçтараççĕ. Вырмана хутшăнакансене икĕ хутчен тӳлевсĕрех апат çитерĕç. Агрофирма ĕçченĕсем тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ, тырпул пухса кĕртнĕ чух шалу тата пысăкрах.
Предприятире тырă хумалли кĕлетсене йăлтах тасатса дезинфекциленĕ. Сушилкăсем юсавлă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Уя тухсан хир карапĕсем, ытти техника çĕмĕрĕлме те пултараççĕ, çавна май саппас пайсене кирлĕ чухлĕ кӳрсе килнĕ.
«Санары» агрофирма - паха вăрлăх ĕрчетекен хуçалăх. Анчах та тырă кĕлете кĕмесĕр тухăç пирки калама иртерех. «Çанталăкĕ кăна уяр тăтăрччĕ, вара вырма ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерĕпĕр», - терĕ Андрей Робертович.
Хресченĕн канма вăхăчĕ те çук. Вырмапа пĕрлех кĕраки те çывхарать. Агрофирмăра куçакан фондри вăрлăх çителĕклĕ. Ăна туянма хăшпĕр аграрисем заявкăсем панă. Хальхи вăхăтра пĕлтĕр вырса илнĕ «Немчиновская -17» тулла аллассипе Анатолий Ильин, Николай Иванов, Владислав Матвеев , Владислав Гаврилов тăрăшсах тимлеççĕ.
- Элита сортлă тырра кондицие çитерес тесе ку ĕçе икĕ хутчен - ирĕкри йĕтем хуçалăхĕнче тата кĕлетре - пурнăçлатпăр, - палăртрĕ склад заведующийĕ Елена Петрова, агрофирмăра нумай çул тимлекенскер.
Куçакан фондри вăрлăха пула кĕрхи культурăсен тухăçлăхĕ ӳсет. Алланă чух хальхи вăхăтри технологисемпе усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, «Тайхо» фотосепаратор ятарлă программăна пула тырпула тĕс, йывăрăш енĕпе, клетчатка шайне кура уйăрать. Елена Николаевна çирĕплетнĕ тăрăх, агрофирма хастар утăмсем тунăран ӳсĕмлĕ ĕçлет, аталану çулĕпех пырать. Ялти сатур çынсем те аякка каймасăрах, тăван тăрăхрах, тăрăшма пултараççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |